АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика бюджетне тата 3,9 миллиард тенкĕ кĕрĕ

16 апреля 2008 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров лару ирт-тернĕ, унта Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов Президент 2008 çулта Чăваш Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр” Çырура палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă.

Ларура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Нумай çул экономика пĕр тикĕс, çынсен тупăшĕ, капиталлă строительство хăвăртлăхĕ ÿснине палăртса хăварнă. Çак çитĕнÿсем – влаçăн федераци органĕсемпе пĕрле тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕ.

Николай Федоров çĕнĕ тĕллевсене пурнăçланин меслечĕсене ырланă. Çитес кунсенчех Чăваш Ен Патшалăх Канашне 2008 çулхи республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен саккун проекчĕ çитĕ. Бюджет тупăшĕсене тата тăкакĕсене тата 3, 9 миллиард тенкĕ ÿстерĕç.

ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика