АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулнă – чăтнă, ĕçпе чапа тухнă кукамай…

16 апреля 2008 г.

“Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр”, – тенĕ ваттисем. Çакна тĕпе хурса пурăнать манăн кукамай, мĕншĕн тесен вăл ĕçчен, тăрăшуллă, ÿркенмен, ăста çын. Ф.Афанасьева тесе чĕнеççĕ ăна.

Феодора Елисеевна 1930 çулта Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Тăватă класс хыççăн малалла вĕренес ĕмĕтне хăрушă вăрçă татнă. Кукамайăн шкул çулĕсем йывăра килнĕ. Ялта вăйпитти çынсем çитменрен аслисемпе пĕр танах çамрăк ачасем те çитĕннĕ çынсемпе пĕрле хирте тырă вырнă, вăрман касма та илсе кайнă вĕсене, тырă леçме те тулли лавсемпе элеваторах çитнĕ.

Ÿссе çитсен бригада ĕçĕсенчен пĕрре те пăрăнман кукамай, каярахпа фермăна кайнă, тăрăшса вăй хунă. Нумай çул хушши кукамай фермăра дояркăра тăрăшнă. Ĕçĕ çăмăл пулман. Ушкăнра 25 ĕне пулнă. Кашни ир вĕсене ăшă шывпа çуса тасатнă. Хĕллехи вăхăтра çырмаран шыв йăтса шăварнă. Виçĕ хут пилĕкçуллăх çĕнтерÿçи пулнă. “Труд” колхозăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илме тивĕçнĕ. “Ĕç ветеранĕ” медальпе чысланă ăна.

Кукамая кашни каникул вăхăтĕнче пулăшма каятăп. Вăл мана ырă канашсем парать. “Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр”, тесе вĕрентет. 4 мăнукне сĕнÿсемпе, ăслă шухăшсемпе пулăшса пырать.

Д.СЕРГЕЕВ. Палтиел вăтам шкулĕ, Шăмăршă районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика