АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диплом ĕçне хÿтĕлерĕç

16 апреля 2008 г.

Районти культура центрĕн керменĕнче çемье çулталăкне халалласа “Амăшĕ тата хĕрĕ” шоу-конкурс иртрĕ. Унта 5 çемье хутшăнчĕ. Конкурсантсем тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем куракансене ачалăха аса илме пулăшрĕç. Аслисем юмах каласа çывăрттарни, уявсенче çĕнĕ кĕпесем çĕлесе тăхăнтартни, кил хушшинчи ĕçсене пурнăçлани кашни кураканшăн паллă пулăм ĕнтĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Надеждăпа Оля Гордеевăсем, Турханти Руженăпа Карина Родионовăсем, кÿршĕ Каçал районĕнчен килнĕ Нинăпа Яна Поляковăсем, Вăтаелĕнчи Инессăпа Надежда Яковлевăсем, Иринăпа Анжела Шайкинăсем пурнăçра тĕрлĕ ситуацинчен тухма пултарнине сцена çинче кăтартса пачĕç.

Конкурс республикăри культура училищинче 5-мĕш курсра заочно вĕренекен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи тата Вăтаел ял клубĕсен директорĕсен А.Думилинăпа И.Овечкина диплом ĕçĕсене хÿтĕлени пулчĕ. Ĕçе йышăнма училищăн аслă преподавателĕ Р.Туменко килнĕ.

Жюри членĕсене конкурса пĕтĕмлетме çăмăлах пулмарĕ. Кашни çемьен хăйне евĕр пултарулăх. Çавăнпа та вĕсене тĕрлĕ номинаципе палăртса хăварчĕç.

Н.МАЗЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика