АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну япалисем

16 апреля 2008 г.

Шупашкарсем хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокĕн хăнисене кĕтсе илме тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Хула службисем урамсене илемлетеççĕ. Магазинсемпе кафесенче ăмăрту афишисемпе плакачĕсем курăнкалама пуçланă. Вĕсем çинче – хăвăрт утас енĕпе Олимпиада чемпионкин Елена Николаевăн хаваслă сăнĕ. Хутшăнакан çĕр-шывсен ялавĕсем умĕнче аллисене тăратнă та хăнасене саламлать тейĕн.

Республикăра плакатсене Чăваш Республикин экономика аталану министерстви салатать. Кубок Дирекцийĕ тутарнă малтанхи 5000 экземпляр эрне хушшинче саланнă.

Кĕсье календарĕсемпе асăну открыткисене пухакансем те хăйсен коллекцийĕсене пуянлатма пултараççĕ. Хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокне халалланă полиграфи сувенирĕсене почта уйрăмĕсемпе “Чăвашпичет” киоскĕсенче туянма пулать.

Канашлу –

трасса çинче

Хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче Кубокĕн трасси çинче ĕç ушкăнĕсен канашлăвĕ иртнĕ.

Унта хутшăннисем маршрут тăрăх утса тухса объектсем мĕнле вырнаçнипе паллашнă. Уйрăмах старт хапхи çине тимлĕ пăхнă. Унпа юнашар спортсменсем миçе çаврăм тунине шутлакан судьясем вырнаçаççĕ. Спортсменсене техника пулăшнине те сăнаса тăрĕç.

Çак хапха патне хăнасен трибунине туса хунă. Юнашарти трибунăран журналистсем ăмăрту пирки пĕлтерсе тăрĕç. Аялти çул çинче видеотаблона трансляцилекен Seiko тата Epson вагонĕсем ларĕç. Трибунăсемпе палаткăсене вырнаçтарса пĕтерсенех электрооборудование хула службин коммуникаци сечĕсемпе çыхăнтараççĕ. Вагонсенче çеç хăнасем валли 40 видеомониторпа ноутбук пулĕç.

Канашлура апатлану, медицина пункчĕсем ăçта вырнаçас пирки те калаçнă.

Тĕрĕслев старчĕ иртнĕ

Хăвăрт утас енĕпе Чăваш Енĕн пулас çăлтăрĕсем Космонавтика кунне Шупашкар заливĕ хĕрринче ирттернĕ. Кунта вĕсем 1; 2; 3; 5; 10 километрлă дистанцисене утнă. Çамрăксене ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Ю.Николаев, ХХVIII Олимпиадăн кĕмĕл призерĕ О.Иванова саламланă. Судьясен ушкăнĕн ĕçне хаклама ХХIII Кубокăн тĕп судйи Ю.Лотарев та килнĕ. Ăмăртăва ЧР Президент Администрацийĕн Интернетри сайчĕпе кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика