АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте – Парксен маршне! Çут çанталăка сыхламалли çулленхи «Парксен маршĕ» акцие хутшăнакан хаклă çынсем!

19 апреля 2008 г.

ПАЯН Чăваш Енре çут çанталăкăн федераци пĕлтерĕшлĕ, уйрăммăн сыхлакан виçĕ территорийĕ ĕçлет: патшалăхăн “Присурский” çут çанталăк заповедникĕ, “Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ, Раççей наукăсен академийĕн Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ тата çут çанталăкăн республика пĕлтерĕшлĕ сыхлакан 96 территорийĕ. Вĕсем çут çанталăка сыхламалли технологисене аталантарни тата ĕçе кĕртни социаллă пурнăçа тĕпе хуракан экономикăна вăй памалли, экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тата Раççейĕн çут çанталăкĕн наци упрамалли условисем пулса тăчĕç. Асăнса хăварни вырăнлă: Чăваш Республикинче чылай çул ĕнтĕ чи тирпейлĕ те хăтлă ялсене палăртмалли конкурс иртет. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа чылай уйăратпăр.

Пурне те “Парксен маршĕ” акцие хастар хутшăнма чĕнсе калатăп, вăл Раççей çут çанталăкне сыхлас тĕллевлĕ юхăма пĕтĕçтермелли пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăчĕ. Ялта, хулара йывăç-тĕм, канмалли хăтлă зонăсем мĕн чухлĕ ытларах – çынсен пурнăç условийĕсем те çавăн чухлĕ лайăхрах тата меллĕрех. Çак илеме упрамалла, аталантарса пымалла. Йывăç лартасси, клумба чĕртесси, çÿп-çапа пуçтарасси – çак ĕç валли кашнин вăй çитет.

Пĕрле вăй хурса эпир Чăваш Енри тата çĕр-шыври экологи лару-тăрăвне малашне те лайăхлатса пырассине витĕм кÿме пултарасса чунтан шанатăп.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика