АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел районĕ Пурнăçпа тан уттăр

19 апреля 2008 г.

Республикăра йăлана кĕнĕ информаци кунĕ хальхинче те пирĕн районта ĕçлĕ иртрĕ. Тĕпрен илсен тĕл пулусенчи калаçу çак темăсем тавра сыпăнса пычĕ: Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче 2040 çулччен вĕрентĕве аталантармалли Стратеги çинчен” сăмахĕ, çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем тата республикăра çĕрсемпе эффективлă усă курасси, хулара, районта, ял тăрăхĕсенче, обществăлла вырăнта йĕркене пăсакансене, преступлени тăвакансене профилактика тăвасси, вырăнти самоуправлени органĕсен экологи хăрушсăрлăх ыйтăвне татса парасси, ялсенче, çул хĕррисенче тирпей-илемпе хăтлăх тăвасси, çуркуннехи йывăç кунне йĕркелесси.

Ыйтусене пĕтĕмлетсе çакна каламалла. Пирĕн Патăрьел районĕнче масарсене, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕр-тес, йывăçсем лартса тавралăха илемлетес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ-ха. Çапах лăпланса лармасăр малашне пурнăçламалли те пайтах.

Йĕркене пăсакансене, преступлени тăвакансене илес пулсан, ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланнине палăртмалла. Çакă чăн малтанах вырăнсенче профилактика Совечĕсем ăнăçлă ĕçлесе пынинчен, халăх дружинисем хăйсен витĕмне ÿстернинчен килет.

Информаци ушкăнĕнчисем районта вĕрентÿ отраслĕ юлашки çулсенче наци проекчĕсемпе, тĕрлĕрен программăсемпе килĕшÿллĕн мĕнле аталанса пынине те каларĕç. Халĕ, акă, тата Чăваш Республикинче 2040 çулчченхи вĕрентÿри аталану Стратегийĕн программипе ĕçлесе районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пысăк калăпăшлă ĕçсем пайтах пурнăçлама тивĕ. Вăл шутра чăн малтан юхăнса пыракан йывăç шкул çурчĕсем вырăнне хальхи пурнăç ыйтакан шкулсем тăвасси.

Информаци кунне хутшăннисенчен район пуçлăхĕ Н.Глуховпа Чăваш Республикинчи “Республиканское управление капитального строительства” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э.Аблякимов “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче пулнă, “Южное” сысна самăртакан комплексри, Патăрьелĕнчи стадионти строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П.Ефимовпа республикăри Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса халăхпа курнăçнă, вĕсене пăшăрхантаракан, кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.

Информаци кунĕнче ра-йон пуçлăхĕн çумĕ М.Калмыковпа ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина ушкăнĕ районта ял хуçалăх ĕçĕсем, ака-суха мĕнле пынипе интересленчĕç, чылай хуçалăхсене çитсе çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Çак ушкăна пĕрремĕш хут тĕп хуламăрта ял хуçалăх академийĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕсем, пулас ял хуçалăх специалисчĕсем – ентешсем хутшăнчĕç, паян çак отрасль тăван районта мĕнле аталанса пынине хăйсен куçĕпе курса ĕнен-чĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика