АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛАС СПЕЦИАЛИСТСЕМ – РАЙОН ШАНĂÇĔСЕМ

19 апреля 2008 г.

Ĕçлĕ çул çÿрев, студентсемшĕн теорипе практикăна шайлаштарни, “Исток” хуçалăхран пуçланчĕ. Пулас специалистсем А.Илюткин ертсе пыракан агрофирма чăнласах та маларах ахрат çырминчен тухса аталану çулĕ çине тăнине чăнлăхпа çирĕплетрĕç. Ял хуçалăх ĕçĕсем кал-кал та вăхăтра, кирлĕ пек, агротехникăна пăхăнса пурнăçланса пыраççĕ. Кунта паян акăнман-лартăнман кĕштĕк çĕр те çук, вăрлăхĕ пахалăхлă, удобренийĕ çителĕклĕ, техники çĕнĕрен çĕнни хушăнсах пырать. Кăçал çеç вĕсем 13,2 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен “хурçă ут” туяннă. Кунта вăтамран ĕçлекенсем ытти чухне 7 пин тенкĕ ытла шалу илеççĕ. Çур аки, вырма вăхăтĕнче вăл механизаторсен 3-4 хут та ытларах пулать! Çак сăмаха председательтен илтсен, пулас инженерсем, агрономсем шухăша кайрĕç. Чăнах та çаплах терĕç-ши; Çавăнпа та Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмине çитсен унăн директорĕнчен Ю.Поповран: “Çамрăк специалист пулса килес пулсан, мĕн чухлĕ укçа тÿлеме пултаратăр;” тесе ыйтрĕç.

– Эсир хăвăра миçе пин тенкĕлĕх ĕçлеме хатĕр, пултаратпăр тесе хаклатăр; – çухалса каймарĕ Юрий Николаевич ертÿçĕ.

Студентсенчен пĕрисем вуннă, теприсем вун пилĕк пин шалу ыйтрĕç...

– Эпĕ специалистсене уйăхне 30 пин тенкĕ те тÿлеме хатĕр, анчах вăл хăй вырăнĕнче специалист та, менеджер та пултăр, кирек мĕнле ĕçе те ячĕшĕн мар, кăмăлтан, чун-чĕререн пурнăçлатăр, – татăклăн хурав пачĕ директор.

Ленин ячĕллĕ агрофирма та паянхи кун таппипе аталанса пыракан хуçалăх. Вăл хăйĕн хевти пуррине туйса “Ишаки”, “Чулпан” хуçалăхсен çĕрĕсемсĕр пуçне кăçал Кзыл Чишма çĕрĕсене хăй çине пăхса, тирпейлесе тăма илнĕ. Кун валли агрофирмăра пур енĕпе те услови çителĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика