АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРЛĔХРЕ – ВĂЙ

19 апреля 2008 г.

Информаци кунне хутшăннисем “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсемпе, улма-çырла питомникĕн 75 çулхи юбилей умĕнхи çитĕнĕвĕсемпе, “Южное” сысна самăртакан пулас комплекс малашлăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Ĕçлĕ çул çÿреве вара районти çĕнĕ çырăнтару керменĕнче пĕтĕм-летрĕç. Кирек мĕн каласан та паян-ыран алла диплом илме хатĕрленекен каччăсемпе хĕрсен çемье çавăрасси пирки те шутламалла пулать-çке! ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова çамрăксене кĕскен районти демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ, пурне те тăван района пысăк специалист пулса килсе пысăк усă пама ырă сунчĕ.

Информаци ушкăнĕн ĕçне АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков пĕтĕмлетрĕ, малашне те çакнашкал пĕрлехи ĕçсене академинчен пулас ял хуçалăх специалисчĕсене явăçтарни пысăк усă парасса, хуçалăхсене аталанма пулăшассине каларĕ, пĕрлĕхре çеç вăй пулнине çирĕплетрĕ.

Студентсен пысăк ушкă-нĕпе информаци кунне хутшăннă ял хуçалăх академийĕн ÿсен-тăран кафедрин доценĕ О.Исаев (пирĕн ентеш), И.Елисеев аслă преподаватель ЧР Ял хуçалăх министерствине, Па-тăрьел район администрацине çакнашкал пархатарлă та усăллă ĕç йĕркеленĕшĕн тав турĕç.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика