АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урни – хăрушă. Сыхланни лайăхрах

19 апреля 2008 г.

Патăрьел районĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унти тĕп ыйтусенчен – пĕри “Районта уртаракан чире хирĕçле асăрхаттару мерисем çинчен” калаканни пулнă.

Сÿтсе явнă хыççăн кăларнă йышăнура çакна палăртнă:

Районта тискер кайăксемпе килти выльăх-чĕрлĕх уртаракан чирпе чирлес хăрушлăх пысăк шайра-ха. Çакăн тĕп сăлтавĕ тилĕсенчен килнĕ. Унсăр пуçне чире йытăсемпе мăйракаллă шултра выльăхсенче, кушаксенче тупса палăртнă. 2005-2007 çулсенче тилĕсем урнă чирпе чирленине Çĕнĕ Ахпÿрт, Шăнкăртам, Тутар Тимеш, Красномайски, Кзыл Камыш ялĕсенче шута илнĕ. Чирлĕ чĕр чунсене пула 38 çын сиенленнĕ, вĕсене Тĕп район больницинче тивĕçлĕ пулăшу панă.

Районта хуçасăр йытăсемпе кушаксем йышлă пулнипе те чирлес хăрушлăх пысăк шайра. 2007 çулта чĕр чун çыртнипе медицина пулăшăвĕ илме 73 çын пынă. Уйрăмах кун пек тĕслĕхсем Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, Первомайскинче, Тăрăнта, Туçара ытларах пулнă.

Кăçалхи икĕ уйăхра чĕр чун çыртнă 8 тĕслĕх Патăрьел, Шăнкăртам, Пикшик ял тăрăхĕсенче пулнă: 7-шĕ паллă йытăсем, 1 – паллă мар йытă çыртни.

Ветеринари службин ĕçченĕсем асăрхаттаруллă ĕçсене вăхăтра туса пыраççĕ. 2007 çулта 1548 йытта, 894 кушака прививка тунă. Ял тăрăхĕсенчи çапкаланчăк йытăсемпе кушаксене тытма 19 ушкăн йĕркеленĕ, вĕсем 405 йытта тытнă, 30 тилле пĕтернĕ.

Тискер чĕр чунсем урнă тĕслĕхсене палăртсанах сиенленнисене вакцинациленĕ, çак ĕçе чирлеме пултаракан чĕр чунсемпе те ирттернĕ. Сăмахран, Красномайскипе Кзыл Камышра тилĕсем çыртнă хыççăн 21 лашана, 80 ĕне выльăха, 117 йытта тата ыт. те прививка тунă. Анчах та хуçасăр чĕр чунсене тытакансене çак чиртен вакцинацилемен.

Комисси йышăнăвĕнче уртаракан чиртен асăрхаттарас тĕлĕшпе Шăнкăртам, Первомайски, Сăкăт, Тăрăн ял тăрăхĕсенче йытăсемпе кушаксене усрамалли Правилăсене пăхăнассипе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă. Çавна май мĕн пур ял тăрăх пуçлăхĕсене Патăрьел район пуçлăхĕ 2004 çулхи майăн 31-мĕшĕнче кăларнă йышăнăва çирĕп пăхăнма сĕннĕ.

Йытăсемпе кушаксене усрасси çине çиелтен пăхакансене административлă явап тыттарас тĕлĕшпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле вăй хумалла.

Хуçасăр йытăсемпе кушаксене тытакан бригадăсен ĕçне лайăхлатмалла.

Уртаракан чиртен вакцинаци тăвассине вăхăтра тата планпа туса пымалла, ытти асăрхаттаруллă ĕçсене вăйлатмалла.

Халăх хушшинчи массăллă-ăнлантаруллă ĕçе çÿллĕрех шая çĕклемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика