АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çемье уйрăлса тăрать илемпе

23 апреля 2008 г.

Çак кунсенче Çемье çулталăкне халалласа Тури Чакăри культура çуртĕнче хăйне евĕр уяв-чыслав йĕркеленĕ. Мероприятине чи кăсăклă та ĕçчен, пултаруллă, ырă тĕслĕхлĕ çемьесене йыхравланă. Вĕсенчен пĕри “Çулталăкри чи лайăх çемье” ятне çĕнсе илнĕ, республикăри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ Медведевсен туслă çемйи. Унсăр пуçне чыславра Миронскисен (Кĕçĕн Чемен), Михайловсен (Тури Чакă) ĕçлĕхлĕ çемйисем пулнă. Вĕсен пĕрисен 6, теприсен 5 ача. Аслă Чементи Фроловсен çемйине ырă кăмăллăхпа, ăшăлăхпа уйрăлса тăнине палăртмалла. Екатерина вĕсемшĕн тăванран та тăван хĕр евĕрех çитĕнет.

Матросовсемпе Волковсем (Тури Чакă) ылтăн туйĕсене паллă тунă, Петрпа Галина Фроловсен çемйине иккĕмĕш ача – Алиса хутшăннă... Кашнийĕн хăйне евĕр паллă. Çемье кунĕ ячĕпе вĕсене пурне те социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова саламланă, пурне те ăшпиллĕх суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика