АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсенчен камăн сайчĕ Пуянрах

23 апреля 2008 г.

Компьютер, интернет çыхăнăвĕн ĕмĕрĕ паян çынсен пурнăçне, аталанăвне, тавра курăмне чылай пуянлатать. Унăн пулăшăвĕпех пĕрисем пĕчĕк тата вăтам бизнесра, вĕрентекенсем, шкул ачисем хăйсен ăс-тăнне пуянлатма, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, ахаль çынсем кирлĕ информацисене вырăнлă усă кураççĕ тата ытти те. Урăхла каласан вăл хаçат-журнал, радио, телевиденисĕр пуçне пуян информаци багажĕ. Компьютер çыхăнăвĕпе усă курса темиçе тинĕс леш енчи пурнăçа та пĕлме пулать. Çакă мĕнрен япăх;

Паян районти чылай организаци-предприятисен, коллективсен сайчĕсем пур. Район администрацийĕн хăйĕн пуян информаци пуххи. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ районти ял тăрăхĕсенче те хăйсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне кăтартса, сăнласа паракан сайтсем уçни. Вĕсем районти 19 ял тăрăхĕнче те пур. Сайт хатĕрлес тĕлĕшпе старт пурте харăсах илнĕ пулин те паян вĕсен специалисчĕсем йĕркелесе пыракан рейтингĕ кашнийĕн ăрасна. Çак кунсенче район администрацийĕн социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн пайĕ ял тăрăхĕсенче 2007 çулта йĕркелесе пынă сайт рейтингне пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине асăннă пай пуçлăхĕ С.Викторов унăн результачĕ пирки:

– Паян интернет çыхăнăвĕпе усă куракансен йышĕ ÿссех пырать. Районĕпе хальхи вăхăтра вĕсем 600 ытла. Çыхăну тĕнче шайне тухрĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсем компьютерта сайт уçса пуçтарса пыракан хыпарсем тулли те пуян содержаниллĕ, ял пурнăçне пур енлĕн çутатакан материалсем пулмалла. Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн регламенчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пымалла. Унта çĕнĕ информацисене те кĕртмелле, баннерсене вăхăтпа тан улăштармалла, юбилейçăсен, хăнасен страницисене уçмалла тата ытти те. Урăхла каласан çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем те, ентеш маррисем те ял тăрăхĕсен сайчĕпе, унти информаципе кăмăллă пулччăр.

Ял тăрăхĕсенчи 2007 çулхи сайтсен рейтингĕпе пĕрремĕш вырăна Алманчăсем тухрĕç. Информацисене пур енĕпе те тирпейлĕ йĕркелесе пыма тăрăшаç-çĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе вĕсем лартнă хыпарсемпе 1113 çын усă курнă. Сайтсен рейтингĕпе иккĕмĕш вырăнта Шăнкăртамсем, виççĕмĕшĕнче Пикшиксем. Турхан тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи сайтсен пахалăхне, ăна кирлĕ пек йĕркелесе пынине, тĕрлĕрен баннерсем уçнине палăртмалла. Анчах вĕсем паян çыхăнупа туллин усă курайман пирки хыпарсене хăйсем тĕллĕн лартаймаççĕ. Çав вăхăтрах сăмахран, Патăрьел ял тăрăхĕнче пуян сайт йĕркелеме мĕн пур услови çителĕклĕ, анчах вăл ун пек пулса пымасть. Информацисене оперативлă лартмаççĕ. “Паллă кунсем”, “Календарь”, “Ыйту-хурав”, “Нормативлă право акчĕсем” пайсене, баннерсене çĕнетмелле. Ишлĕ, Аслă Чемен, Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайск, Шăхач, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Туçа, Çĕньял ял тăрăхĕсенче те малашне сайтсене ЧР Министрсен Кабинечĕ ыйтнă пек йĕркелесе пымалла.

Калаçăва А.ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика