АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велосипедистсен ăмăртăвĕ

23 апреля 2008 г.

Районти велосипед спортне йĕркелесе ертсе пыракансем кăçал велосипедистсем çырма-çатрасенче анчах мар, шоссе çинче те тупăшччăр тесе калаçса татăлчĕç. Çавна май Турханта шоссе çинчи ăмăртусен пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Пурĕ виçĕ тапхăр пулмалла.

Кăтартнă вăхăта Турхана 65 çамрăк велосипедист килсе çитрĕç.

Старта чи малтан 1998 çулта çуралнисем тата вĕсенчен çамрăккисем тăчĕç, харăс хускалса кайса ăмăртрĕç. Хĕр ачасен виçĕ çухрăма ярăнмалла. Çивĕч тупăшура финиша чи малтан М.Егорова (Турхан) çитрĕ. Ун хыççăнах финиш йĕрне А.Мулендеевăпа (Н.Шăхаль) К.Николаева (Çĕньял) татрĕç. Çак çулхи арçын ачасем ултă çухрăмлă хушăра ăмăртрĕç. Кунта чи пултаруллисем трасса хуçисем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна П.Лябуков тухрĕ. Унăн юлташĕсем С.Осиповпа Д. Осипов иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче.

1996-1997 çулсенче çуралнисенчен старта вăтăра яхăн çамрăк тăчĕ. Хĕр ачасенчен малтан кĕтнĕ пекех чи пултаруллисем Шăхальсем пулчĕç. Чемпионка ятне С.Михайлова çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕсем И.Петрова иккĕмĕш вырăнта, И.Капитонова – виççĕмĕшĕнче.

Арçын ачасем 16 çухрăмлă хушăра кам чи чăтăмли те пултаруллине кăтартса пачĕç. Кунта каллех Шăхальсем çÿлти шайра пулчĕç. Мĕн финиша çитичченех А.Раськинпа В.Сергеев пĕри тепринчен ирте-ирте ăмăртрĕç. Вĕсем финиша та пĕр-пĕринчен пĕр çеккунт хушăпа çитрĕç. Чемпион ятне А.Раськин тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăна В.Афанасьев йышăнчĕ.

1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасен 24 çухрăмлă хушăра тупăшмалла. Дистанцийĕ, паллах, йывăр. Пултаруллисенчен те пултарулли В.Черноглазов (Н.Шăхаль) пулчĕ, чемпион ятне çĕн-се илчĕ. Иккĕмĕш вăхăт М. Емельянов (Çĕньял) кăтартрĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Р.Родионов (Турхан). Çак çулхи хĕр ачасенчен 16 çухрăмлă дистанцие чи хăвăрт А.Михайлова вĕçлерĕ. Унăн юлташĕсем О.Терентьевăпа М.Филиппова иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче.

Юлашкинчен старта 1991-1993 çулсенче çуралнисем тухрĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех Шăхальсем ăнăçлăрах ăмăртрĕç. Чемпион ятне А.Еразумов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Е.Григорьев, виççĕмĕшĕнче – А.Егоров. Вĕсем виççĕшĕ те республикăри тата ун тулашĕнчи ăмăртусенче паха результатсем кăтартса пуян опыт пухнăскерсем.

Юлашкинчен çакна та калас килет. Турханта çакăн пек пултаруллă ачасем тупăнни савăнтарать. Валерий Иванович Макаров тин кăна ĕçлеме тытăнчĕ-ха кунта. Çак пултаруллă тренер-преподаватель чылай-чылай паллă велосипедистсем хатĕрленĕ.

В.БОРОДКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика