АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап урана такăнтарать, куçа тирĕнет е патшалăх çурчĕсенче пурăнакансен тирпейсĕрлĕх

26 апреля 2008 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх район центрĕнче – Патăрьелĕнче – кашни эрнекунах хамăр пурăнакан, утса çÿрекен вырăна тирпейлес, хăтлă та илемлĕ тăвас тĕллевпе субботник йĕркелеççĕ. Ун чухне кашни ĕç коллективĕ хăйсене çирĕплетсе панă лаптăка тасатма тухать. Эрнере пĕрре тирпейлесе, шăлса тăракан урамсенче, тăкăрлăксенче чăнах та утса çÿреме те, иртсе кайма та кăмăллă. Çав вăхăтрах Патăрьелĕнче пĕлтĕртенпе çын алли пырса тивмен çÿп-çап куписем тем пысăкăш лаптăк сапаланса выртаççĕ. Вăл çеç те мар-ха, патшалăх çурчĕсен йĕри-таврашĕнче кашнийĕнче тенĕ пекех пушă кĕленче, пластмасса савăт, тĕрлĕрен ăпăр-тапăр куçа тирĕнет. Мичурин урамĕнчи 3, 4 çуртсем умĕнче çул хĕрринех çÿп-çап полигонĕ туса хунă. Паян патшалăх çуртĕнче пурăнакансем чылайăшĕ хăйсен хватте-рĕсене приватизациленĕ, хăйĕн харпăрлăхĕ тунă. Вăл уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем пекех манăн хваттер, пирĕн çурт тет. Анчах та вăл пурăнакан çурт йĕри-тавра камăн пырса йĕрке, хăтлăх тумалла-ха; Уйрăм çуртра пурăнакан çын хăйĕн умне йĕрке, тирпей тума никама та кĕтсе тăмасть-çке: тасатать, шăлать, тирпейлет... Çак урамри питомник общежитийĕпе милици çурчĕ хушшинчи кил хуçалăхĕнчен тухнă каяш купинчен сăмахран, хĕртсе хĕвел пăхма пикенсен сывлама çук шăрш сарăлма пуçлĕ. Санитари йĕркине пăхăнманран чир-чĕр сарăлас хăрушлăх та пысăк. Çынсем сарайĕсене, гаражĕсене çÿп-çап купи урлă каçса çÿреççĕ, çапах та никам та пуçаруллă пулса ăна тиеттерсе яма тăрăшмасть.

– Пире коммуналлă служба трактор тележки лартса памасть. Ăна эпир хамăрах тасататпăр-ха,..– тÿрре тухма тăрăшрĕç общежитинче пурăнакансем. Йĕмен ачана никам та ĕмкĕч хыптармасть теççĕ. Чăн малтан патшалăх çурчĕн йĕри-таврашĕнчи тирпейшĕн хăйсем суйланă çын, унчченхилле каласан комендант яваплă пулмалла. Шăпах унăн ĕçе йĕркелемелле. Тепĕр енчен вара коммуналлă службăн йăлара усă курнă, пуçтарăннă çÿп-çапа тиесе кайма çуртра пурăнакансемпе килĕшÿ тунă пулсан, ăна кашнийĕнче графикпа тиесе каймалла. Ун чухне йĕрке те, тирпей те, илем те пулĕ.

Патăрьелĕнчи Советски урамĕнчи 33, 34 çуртсем çул хĕрринчех вырнаçнă темелле. Анчах та 30-40 метр шаларах кĕрсе вĕсен картишĕпе утсан каллех сăрт-ту пулса кайнă çÿп-çап купи çине пырса тăрăнатăн (ÿкерчĕкре). Пĕр-икĕ сотăй çĕр çинче сарăлса выртать пуль вăл. Миçе уйăх çын алли лекмен-ши кунта; Каллех айăплине шырамалла: çурт хуçисем, коммуналлă хуçалăх-ши; Ку хутĕнче те тĕрĕслĕх тупма аякка каймалла мар. Маларах асăннă пекех обществăлла çуртра пурăнакан кашни çемьен, çыннăн яваплăх туймалла, çакнашкал тирпейсĕрлĕхшĕн, нĕрсĕрлĕхшĕн намăсланмалла. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем нихçан та каяш айне путмаççĕ вĕт-ха...

Район центрĕнче организаци-предприятисем те йышлă. Вĕсен ертÿçисем вара хăйсене тивĕçекен çĕр çинчи тирпейлĕхшĕн яваплă. Рейд бригадин членĕсем темиçе çул каялла кĕрлесе çеç ларнă хуçалăх магазинĕн картишне кĕрсе курчĕç. Çÿп-çап тăкмалли вăрттăн вырăна çаврăннă пулас вăл. Мĕн кăна çук-ши унта; Каласа та, шутласа та пĕтереймĕн. Кунта каллех паллă: райпо çинче шутланса тăракан лаптăка ДРСУ коллективĕ те, Роспотребнадзор та пырса тирпейлесе памасть, хăйсенех пуçтарма тивет.

Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ евĕр, çакнашкал калаçуран ытти патшалăх çуртĕнче пурăнакансен те, организаци-предприяти ертÿçисен те тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла. Эпир пурăнакан вырăнта чечек-курăк ешертĕр, тирпей çеç хуçалантăр.

Рейд бригади: А.ПРОХОРОВ, Роспотребнадзорăн районти уйрăмĕн начальник çумĕ; М.ХАФИЗОВ, районти тĕп эколог; А.АЛЕКСЕЕВ, милицин пай начальникĕ; А.ЕГОРОВА, хаçат сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика