АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхĕ хисепе тивĕçлĕ

26 апреля 2008 г.

ÿстернĕ анне. Ачисене воспитани парас, çемье, йăх, тăван халăх йăли-йĕркине хисеплеме, малалла аталантарса пыма вĕрентес ĕçре унăн тÿпи калама çук пысăк. Ку хутĕнче вулакансене Шăнкăртамри Р.Абдулвалеевăпа паллаштарасшăн. Шăпах çÿлерех асăннă паха енсем пур Ркия Шейдулловнăн.

Садсем çеçке çурнă самант. Сенкер тÿпере пăхакан сарă хĕвел çут çанталăка тата та илемлетет. Çак илемлĕ, ытарма çук савăк вăхăтра çуралнă Тутар Тимеш ялĕнче Ркия аппа. Мăнукĕсемпе ачисен ÿсĕмĕпе танлаштарсан паянхи пылак та ытлă-çитлĕ пурнăç тивĕçмен ăна. Пĕве кĕрсе пыракан хĕр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кунĕсене те çурăм тăрăх сивĕ чуптармасăр аса илеймест. Терт-нушана хальхи пурнăç манăçтарать. Çитĕнекен ăру телейĕшĕн сахал мар тар тăкнă хисеплĕ ватă.

Ял каччипех пĕрлешнĕ Ркия Шейдулловна. Абдул-ахат мăшăрĕ парти членĕ пулнă. Ăçта ĕçлеме сĕннĕ, çавăнта кайма тивнĕ çемьене. Абдулвалеевсем Кивĕ Катекре те ĕçлесе пурăннă. Кунта Абдулахат абый хуçалăха ертсе пынă. Унтан Шăнкăртама куçарнă. Каллех хуçалăх тилхепине А.Абдулвалеева тыттарнă.

– Ун чухнехи Туçа колхозĕнчен çунапа вăрлăх тиесе килсе çур аки турĕç. Аран-аран сыпăнса кайрĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх, – аса илсе каласа парать Ркия аппа. – Çавăн хыççăн çăкăр çиме пуçларăмăр. Колхоз столовăйĕнче апат пĕçерме пикентĕмĕр. Трактористсем патне хире ăна кĕвентепе йăтаттăмăр...

Председатель арăмĕ тесе тăман, хуçалăхри ытти ĕçсене те хутшăннă. Килте пахча çимĕç те çитĕнтернĕ, выльăх та усранă. Унсăрăн пилĕк ачана тĕрĕс-тĕкел пурнăç çулĕ çине кăлараймăн. Паян вĕсен çитĕнĕвĕпе киленсе пурăнать амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕ. Шел, ашшĕ тата асли вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Фидания хĕрĕ Хирти Пикшике Сармаевсене качча тухнă. “Булатра” тĕп бухгалтерта ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асхат ывăлĕ “Азира” кооператив йĕркеленĕ. Ăрăва малалла тăсакан виçĕ ача ÿстерет. Рузалия та аппăшĕпе юнашарах, шут ĕçĕнче. Шăнкăртама качча тухнă. 2 ача çуратнă. Тĕпре Ринат пурăнать. Флюра мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстереççĕ. Кашнийĕн çитĕнĕвĕпе савăнать ватти. Ринат ĕç-хĕлне алăри пÿрнесем евĕр пĕлсе тăрать пулас. “Булат” лавкка, заправка пункчĕ, кафе, хăна çурчĕ... тытать вăл. Пурăнмалли çурт-йĕр çĕклессипе ĕçлет. Шăнкăртамра шкул тата мечĕт тума пуçăннă. Аллахран сывлăх çеç ыйтса пурăнать амăшĕ.

Кăнтăр апатне те киле пуçтарăнать çемье.

– Анне тутлă та техĕмлĕ пĕçерет, – тет тĕпри кинĕ. – Унран вĕренмелли нумай пирĕн. Халăх хушшинче ĕçлесе пурăннăран пире тивĕçлипех кирлине хăнăхтарать. Йĕпреçрен эпĕ. Чăвашла калаçма пĕлместĕп. Юрать кĕçĕн ывăлăма килти ĕçе чăваш чĕлхипе ха-тĕрленме анне пулăшать.

Кинĕсем хунямăшне амăшĕ, хунямăшĕ кинĕсене хĕрĕсем вырăнне хурса хисеплеççĕ. Мăнукĕсем вара ачисенчен те хаклăрах ваттишĕн. Вун виççĕн вĕсем. Качча тухса е авланса çемье çавăрни те пур. 7 мăнукĕсен ачисем Ркия аппан.

Ырă, туслă çемьере пултарулăха та аталантарса пыма пулатех. Тĕпри пĕр мăнукĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет. Ун хыççăнхи иккĕшĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çÿреççĕ.

Республикăра çĕр-шыври Çемье çулталăкне чыслă лару-тăрура уçнă чухне çак сăмахсене каланăччĕ: “Çемье çулталăкĕн пĕл-терĕшĕ – çĕр-шывра пулса иртекен ырă улшăнусене кашни çемье пурнăçĕ лайăхланнипе туйса илнинче, вĕсем кашни çынна, кашни ачана пархатарлă витĕм кÿме пултарнинче, нимрен те пахи нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пынинче”.

Çемье тивĕçне Çемье çулталăкĕнче тивĕçлипе илсе пыракан Абдулвалеевсенех пырса тивет çакă та.

Ачисем, мăнукĕсем çумра пуртан пуянрах çын çук манран тет сакăр теçетке тултарса тăххăрмĕшне утăмлакан Ркия Шейдулловна.

Кил-çурт тĕреклĕ, сывлăх çирĕп, кăмăл уçă чухне пурăнмалла та пурăнмалла çеç. Ĕмĕрлекен ĕмĕр никамшăн та иккĕ килмест. Эппин сывлăхпа, телейпе 100 çула çитмелле пултăрах Ркия аппан

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика