АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци хыççăн акци эрне хыççăн эрне...

26 апреля 2008 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем “Эпĕ, эсĕ, вăл – эпир сывлăхлă çĕр-шыв” акцие хутшăнчĕç, ытти шкулсенчи ачасене те явăçтарчĕç.

“Эпир – пĕрле” ятпа волонтерсем ялсенчен килнĕ вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Çичĕ станци урлă кăткăс маршрутпа çÿрерĕç, вĕсене вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ И.Терентьева тата биологи учителĕ Е.Краснова ертсе пычĕç.

Çавăн пекех “Пурте – хамăр алăра”, “Хими – интереслĕ наука” биологипе хими предмечĕсен эрни иртрĕ. А.Логунова çамрăксен хальхи вăхăтри проблемисене тата вĕсене пĕтерсе пымаллине презентаци туса кăтартрĕ. 11-мĕш “б” класс ачи А.Сандыркин “Сывă шăлсем” ятпа хатĕрленĕ ĕçпе паллаштарчĕ. 9-мĕш “а” класс ачисем чăмламалли резина сиенĕ çинчен кĕçĕн классенчисене кăтартса тата каласа пачĕç. 8-11-мĕш классенче “Алкоголь тата гепатит” темăпа калаçу пулчĕ. Çакăнтах наркомани ыйтăвне те хускатрĕç. Вĕсем вĕренекенсемшĕн ют пулмаллине çирĕплетрĕç.

“Чăваш Республикинчи хими промышленноçĕ”, “Пирĕн тавралăхри хими”, “Килти хими”, “Хура ылтăн ачисем” проектсем те питĕ кăткăс та интереслĕ иртрĕç. Вĕсене те 8-9-мĕш классем хатĕрлерĕç, 9-мĕш “а”, 8-мĕш “б” классенче вĕренекенсем мала тухрĕç.

“Ачасен кĕнеке эрни” тухăçлă пулчĕ. Шкул библиотекарĕсем тата класс руководителĕсем ертсе пынипе классенче литература КВНĕсем иртрĕç, “Çемье тата шкул” ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ. Кашни ирттернĕ мероприятирех çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Вĕсене шкул линейкинче чыслаççĕ, Хисеп грамотисем параççĕ.

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă эрне те пулчĕ. Çакăн пек ĕçсем ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма май парĕç.

И.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика