АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçа пĕлмен ФЕИЗОВ

07 мая 2008 г.

Чÿк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Чăваш Енри Чкаловскинчи çар комиссариатĕнчен Арскри педучилище дирекцине çыру килет: хĕсмет йĕркипе килĕшÿллĕн Энвер Зиатдинович Феизовăн район центрне çар комиссине тăма васкавлăн çитмелле.

Акă, вăл каллех тăван вырăнсенче. Çар ретне тăма хатĕр пулмалла-çке-ха. Тухтăрсем тĕрĕслеççĕ, комиссар калаçусем ирттерет. Çапла виçĕ эрнене яхăн иртсе каять. Çурта пек яш каччă ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен кăлтăксăр та мар-мĕн. Комиссариатăн ăна шурă билет пама тивет. Çĕнĕ 1951 çул та çывхарса çитет. Арск хулинчи педагогика училищинче те, Феизова кĕтсе илеймесĕр, логикăпа психологие урăх преподаватель вĕрентме пикенет. Районти çутĕç пайĕ Энвер Зиатдиновича Чкаловскинчи вăтам шкулăн учителĕ туса хурать. Захиб аппашăн калама çук пысăк савăнăç: унăн юратнă ывăлĕ каллех килте, ăна валли вăл ялти маттур хĕре те куçласа хунă ĕнтĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне килĕштерсен туй тума та юрать. Зиатдин Феизович та ывăлĕ киле таврăннипе кăмăллă.

Вырăнти вăтам шкулта çулталăк ытла ĕçленĕ хыççăн вăл Шупашкара тухса килет, Чăваш патшалăх педагогика институтне кĕрсе вырнаçать. Ĕçĕ пысăк мар, малашлăх пысăк. Феизова педагогикăпа психологи кафедрин ассистенчĕ пулма уйăрса лартаççĕ, çак ĕçре пĕр ăстрăм тăрмашнă хыççăн вăл, аслă преподаватель тивĕçĕсене пурнăçласа, студентсене логикăпа философи вĕрентме пуçлать.

Гурий Германов доцент ертсе пыракан педагогика кафедринче преподавательсен туслă коллективĕ чăмăртанать. Ушкăнра çамрăксем йышлă. Иксĕлми вăй-хăват, пысăк пĕлÿ, малашлăх ĕмĕтсем вĕсене канмасăр ĕçлеме хистенĕ. Ĕçре тавлашасси, чăнлăх шыраса пĕр-пĕринпе тупăшасси вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулман.

“1952 çултан пуçласа пирĕн хушăри юлташлăх туслăха куçрĕ. Кафедрăра ĕç-пуç пĕр майлă анчах пулса пыман. Хăш-пĕр чухне тавлашаттăмăр, хирĕçсе кайнисем те пулнă. Çак лару-тăрура Феизовпа иксĕмĕр, мĕнле калаççĕ-ха, яланах пĕр çуна çинчеччĕ. Çакă ахальтен пулман, мĕншĕн тесен пирĕн чунсем тĕлĕнмелле çывăхчĕ, тĕнче курăм нумай енчен пĕрешкелччĕ”, – тет çакăн пирки Геннадий Никандрович Волков.

Шупашкарта ĕçлеме пикеннĕренпе икĕ çул иртнĕ хыççăн Энвер Феизов авланнă. Республикăри Хăрушсăрлăх комитечĕн сотрудникĕн Хайрулла Зарипов подполковникăн хĕрĕ Нинель Энверĕн арăмĕ пулса тăнă. Çамрăк арăм, педагогика институчĕн филологи факультетне пĕтерсе тухнăскер, Энверпа пĕрле студентсене латин чĕлхине вĕрентнĕ. 1954 çулта вĕсен хĕр çуралать, ăна Галия ят параççĕ. Галия Энверовна, Нинель Хайрулловнăпа Энвер Зиатдиновичăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулсан та, ачашланса ÿсмерĕ, лайăх вĕренчĕ, кайран ашшĕ çулĕпех кайрĕ. Ашшĕн çулĕ вара такăрах пулмарĕ. Çав çул çинче ăна пулăшакансем те, такăнтаракансем те тупăнсах пычĕç. Студентсем ун патне туртăнни, ăна хисеплени, унăн лекцийĕсене итлеме кĕпĕрин çÿрени хăшĕ-пĕрне питĕ кĕвĕçтеретчĕ. Энвер Зиатдинович хăйĕн шухăшне тÿррĕн калани, пуçлăхсене тайма пуç тума пĕлменни, йăпăлтатма юратманни те аванах чăрмантарчĕ. Институтра ăна хирĕçле пĕчĕк ушкăн чăмăртанни сисĕнчĕ. 1960 çулта Энвер Зиатдинович Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университет аспирантуринчен вĕренсе тухнăччĕ. Хирĕçле ушкăн вĕттĕн усал тума тăрăшнинчен хăтăлас тата ашшĕпе амăшĕ умĕнчи тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе çав çулах Чкаловскине таврăнса 1962 çулччен вăтам шкул директорĕнче ĕçлерĕ.

Çемьерен уйрăм пурăнса тунсăхласа çитнĕрен тата институтра лару-тăру хăйĕн еннелле çаврăннине туйса Энвер Зиатдинович Шупашкара таврăнчĕ, 1962 çулхи авăн уйăхĕнче малтанхи ĕçех пуçăнчĕ.

Малаллахи виçĕ çул кандидат диссертацине хатĕрлесе тата хÿтĕлесе иртсе кайрĕ. Чылаях кăткăс, халиччен никамах та тĕпчемен проблемăна суйласа илчĕ Феизов диссертаци çырма. Диссертацие вăл Хусанта хÿтĕлерĕ, 1965 çулта философи наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ.

Пурнăçĕн çак тапхăрĕнче вăл этем шухăшне аякран пĕлес тата гипноз тăвас енĕпе хăйĕн ăс-тăнĕн тата пултарулăхĕн çĕнĕ енĕсене уçрĕ. Çак ĕçе вăл асамçă пек мар, ăсчах пек туса пычĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри халăхпа ĕçлемелле пулчĕ унăн. Сессисем вăхăтĕнче куракансене гипноз вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ, этем психикинче сайра-хутра анчах палăракан енсем пирки лайăх каласа ăнлантарчĕ.

Çăмăл мар пулчĕ ăна ку тапхăрта та, темиçе çул пĕр канмасăр ĕçлеме тиврĕ. Пединститутра ăна çĕнĕрен йĕркеленнĕ философи кафедринче доцент ĕçĕсене туса пыма уйăрса лартрĕç, унтан кафедра ертÿçи пулма çирĕплетрĕç. “Пĕлÿ” обществин республикăри организацийĕ лекцисем вулама, гипноз сеансĕсем ирттерме явăçтарчĕ. Отпуск вăхăчĕсене Энвер Зиатдинович республикăри тата юнашар регионсенчи хуласенче, район центрĕсенче, пысăк ялсенче лекцисем вуласа, халăхпа тĕл пулса ирттерчĕ. Çынсем ăна итлеме яланах хатĕрччĕ, хăй те ывăннине туймастчĕ. “Халăхпа тĕл пулмалла тесен вăл таçта çитме те хатĕрччĕ. Пĕррехинче эпĕ унпа Атăл леш енчи торф кăларакан предприятире пултăм. Предприятин клубне çынсем кĕрсе çапса хĕснĕ пек тултарса лартнă. Лекци вуласа, гипноз сеансĕ ирттерсе вăхăт виçĕ сехет майлах иртсе кайрĕ. Халăх саланасшăн мар. Энвер Зиатдинович уйрăм çынсен ыйтăвĕсене хуравласа клубра тата тепĕр сехет ытла тытăнса тăчĕ”, – çырнă Университетра тухса тăракан “Ульяновец” хаçатра Михаил Румянцев профессор.

Çапах та Феизовшăн студентсене вĕрентесси тĕп ĕç шутланнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта университет уçăлни вĕрентÿпе наука ĕçĕнче пысăк событи пулса тăчĕ. Феизов университета ĕçлеме куçрĕ, кунта та вăл философи кафедрин доценчĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пычĕ.

Этемĕн савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те хăйĕнпе пĕрлех çÿрет. Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче пĕр вăхăтрах Энвер Зиатдинович ашшĕне те, амăшне те çухатрĕ. Çуначĕ хуçăлнă пекех туйрĕ вăл хăйне. Ашшĕ те, амăшĕ те 85 çула çитнĕччĕ ĕнтĕ, чылай ватăччĕ. Инкек пĕччен çÿремест тенине те ахаль каламан. Кам шутланă Нинель Хайрулловна чирлесе вăхăтсăр вилет тесе; Çухатусем, йывăр çухатусем... Лăш курмасăр ĕçлени анчах ăна çăлса хăварчĕ. Энвер Зиатдинович пуçĕпех наукăна парăнчĕ, студентсене вĕрентес ĕçе унчченхинчен те лайăхрах туса пыма пикенчĕ.

Мускаври коопераци институчĕн Шупашкарти филиалне ĕçлеме куçсан та çаплах пулчĕ. Преподавательсем те, студентсем те ăна хăвăрт хăнăхрĕç. Занятисем йĕркеллĕ иртрĕç, тĕпчев ĕçĕсем те ăнăçлă пулса пычĕç.

Сывлăхлă арçынна мăшăрсăр пурăнма кансĕр. Çав кансĕрлĕхе Феизовăн та чăтса ирттермелле пулчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çухату суранĕ самаях пирчерĕ. Галия та ÿссе çитĕнчĕ, хĕр пулчĕ, аслă шкултан вĕренсе тухрĕ. Энвер Зиатдинович пĕччен пурăнас темерĕ, сăнĕпе чипер, ăсĕпе çивĕч, ăшă чун-чĕреллĕ чăваш хĕрарăмĕпе Зоя Георгиевнăпа пĕр-лешрĕ.

Утмăл пиллĕк тултарнă хыççăн Э.Феизов ĕçлеме тепĕр хут университета куçрĕ, ăна философипе наука методологийĕн кафедрин пуçлăхне лартрĕç. Çак вăхăт тĕлне вăл философи наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕччĕ ĕнтĕ.

Энвер Зиатдиновичшăн пурнăç университетра та, килте те пĕр вырăнта тăмарĕ. Феизов çине тăнипе тата Л.П.Кураков ректор пулăшнипе университетра философи наукипе кандидатсемпе докторсен диссертацине хÿтĕлемелли совет уçăлчĕ. Унăн председателĕ пулма Э.Феизова çи-рĕплетрĕç. Совет ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ. Вунă çул хушшинче 95 çын философи наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕ, доктор диссертацине хÿтĕленисен йышĕ 18 çынна çитрĕ.

Энвер Зиатдинович 55 çул хушши наукăра ĕçлесе философи, психологи проблемисемпе 100 яхăн статья, 30 ытла кĕнекепе брошюра çырса пичетлерĕ. Студентсем, аспирантсем, преподавательсем вĕсемпе паянхи кун та усă кураççĕ. Ĕмĕрлĕхех философи наукисен ылтăн фондне кĕрсе юлмалли кĕнекесем те пур унăн. Вĕсенчен пĕри “Пуç мими, физика тата психика” кĕнеке. Ку кĕнеке Мускавра та, Шупашкарта та чылаях пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Унпа ют çĕр-шывсенчи философсем те хытă кăсăкланаççĕ. Калама кăна çăмăл: вăл ертсе пынипе 44-ăн кандидат диссертацийĕ, 7-ĕн доктор диссертацине хÿтĕленĕ.

Энвер Зиатдиновича “Чăваш Республикинчи аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “Халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ”, “Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ” хисеплĕ ятсене панă, вăл темиçе хутчен те Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. Э. З.Феизов – Пĕтĕм тĕнчери информаци академийĕн чăн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика