АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă фронтовика – АВТОМОБИЛЬСЕМ

07 мая 2008 г.

Вăрçă ахрăмĕ çултан-çулах аякка юлать, апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, ветерансен сумĕ ÿссех пырать. Кăçалхи Çуркуннепе Ĕç уявĕ районшăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприятипе те çырăнса юлчĕ. Тăватă вăрçă участникне чыслă лару-тăрура “ВАЗ-2107” çăмăл автомашина парнелерĕç. Вут-çулăм витĕр тухнă хисеплĕ ветерансене автомашина ключне Республика Президенчĕ Николай Федоров, сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова парнеленĕ, пурне те çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланă, ватлăхра канлĕ те лăпкă, тăнăç пурнăç суннă.

Патшалăхран пысăк парнене тивĕçнисем: Красномайскинчи Николай Федорович Зайцев, Хирти Пикшикри Шарибзян Алялетдинович Хисаметдинов, Кзыл Чишмари Кираметдин Нуртдинович Насретдинов, Кивĕ Катекри Виталий Владимирович Владимиров.

Ветерансене саламланă май Республика Президенчĕ Н.Федоров Аслă Аттелĕх вăрçин фрончĕсенче тунă совет салтакĕсен паттăрлăхĕшĕн, хăюлăхĕшĕн чун-чĕререн тав туса пуç тайни пирки каланă. Çавăн пекех вĕсене Патăрьелĕнче те чысланă. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче ветерансене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариачĕн ертÿçи В.Яковлев, тăванĕсем, тус-юлташĕ саламланă.

(ХАМĂР КОРР.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика