АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майăн 9-мĕшĕ

14 мая 2008 г.

Çак кун Шупашкарти “Олимпийский” стадионра хăвăрт утакансен ХХIII Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕсене уçнă. Чаплă саманта ЧР Президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин Комитет председателĕн çумĕ Константин Косачев, РФ Федераци Канашĕн Комитет председателĕн çумĕ Владимир Слуцкер, Германири Бундестаг депутачĕ Андреас Шокенхоф, çăмăл атлетика федерацийĕсен Тĕнчери ассоциацийĕн (ИААФ) президенчĕ Ламин Диак, ИААФăн пĕрремĕш вице-президенчĕ Сергей Бубка, Рççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, Павел Попович, Анатолий Березовой, Николай Бударин космонавтсем, чылай хаклă хăнасем хутшăннă.

Тĕнче кубокĕшĕн тупăшма Шупашкара 60-а яхăн çĕр-шывран 500 ытла спортсмен килнĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртнă: “ХХIII Тĕнче кубокне Çĕнтерÿ кунĕнче уçни питĕ тарăн пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин паттăрĕсем тăшмана хăйĕн йăвинче аркатрĕç, фашизма пĕтерчĕç. Çакă сирĕнпе пире паян Шупашкарта пухăнса континентсен, халăхсен, культурăсен, чĕлхесен илемлĕхне курмалли ирĕке сыхласа хăварчĕ. Сывă тата спортпа туслă пурнăç йĕркин уявĕ тĕнчене паян халăхсемпе культурăсен туслăхĕ питех те кирлине çирĕплетсе парать”.

Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ В.Балахничев республика пуçлăхне Н.Федорова тата правительствăна Тĕнче кубокне хатĕрленес тĕлĕшпе тунă пысăк ĕçшĕн тав тунă. ХХIII Тĕнче кубокĕ Пекинри Олимпиадăна каякансене суйласа илмелли ăмăрту иккенне пĕлтернĕ.

Тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн (ИААФ) президенчĕ Ламин Диак республикăра пурăнакансемпе хăнасене Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă. Тĕнчери ăмăртăва Шупашкарта ирттерме май туса паракансене тав тунă. Малашне те Шупашкара килессе шанса тăнине пĕлтернĕ.

Малалла “Олимпийский” стадионра театр евĕр илемлĕ представлени пулнă. Унта 4500 ытла артистпа спортсмен хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика