Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии
Сообщи о местах продажи спиртсодержащей жидкости («фанфуриков»). Телефон горячей линии: 6-14-23, 6-18-37

Публикации » Çитĕнỹпе таврăнчĕç

06.10.2017

Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти учительсем нумай тăрăшаççĕ. Çакна вĕрентекенсем район, республика шайĕнче иртекен конкурссенчен, олимпиадăсенчен грамотăсемпе, дипломсемпе таврăнни çирĕплетет.

Нумай пулмасть Пăрачкав районĕнче "Морское пятиборье" ăмăрту иртрĕ. Иккĕмĕш пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем те унта хăйсен вăйне виçрĕç: автомат сỹтсе пуçтарчĕç, çыхăсем турĕç, семафорпа сăмахсем пĕлчĕç тата ытти те. Пăшалтан перессипе 10 а класри К. Соколова çитекен пулмарĕ. Çăлăну ункине ывăтассипе тата тĕл лектерессипе команда виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Н. Мазяков, П. Музяков, П. Хурамаев та хăйсене лайăх енчен çеç кăтартрĕç. Ачасем района çитĕнỹпе таврăнчĕç.

В. АНТИПОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии
429350, Чувашская Республика, с.Батырево, улица Канашская, д19
Телефон: (83532) 6-14-49
http://www.avangard.cap.ru