01 декабря 2010 г.
Ишлĕ шкулĕнче тĕрлĕ вăхăтра чăваш литературинче самаях паллă йĕр хăварнă учительсем ĕçленĕ. “Хатĕр пул”, “Сунтал”, “Пирĕн ял” журналсен, “Пионер сасси” “Чăваш хресченĕ”, “Канаш” хаçатсен 1926-1938 çулсенчи номерĕсене уçса пăхсан “Сенин Петти” е “Питрав Ибасов” тесе алă пуснă сăвăсемпе калавсене, пьесăсемпе статьясене умлă хыçлах курма пулать.
Сăвăсемпе калавсене çамрăк писатель ачасен шухăш-туйăмĕпе, хастар ĕçĕпе савăнса çырнă. Вĕсен авторĕ Петр Куприянович Игнатьев учитель пулнă.
Кайрантарах, 1955-1960 çулсенче, Петр Куприянович “Тăван Атăл” альманахра ачасем валли тĕрлĕ калав, “Потапычпа çамрăк тусĕсем” повесть сыпăкĕсем пичетленĕ. 1959 çулта Чăваш кĕнеке издательстви унăн “Калавсемпе юмахсем” кĕнекине пичетлесе кăларнă. Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче Питрав Ибасов приключениллĕ повесть çырса пĕтернĕ, “Малтанхи хура юр” ятлă поэма тата “Каллех аслă çулпа” повесть çырма тытăннă. Анчах ку произведенисене вăл пичете хатĕрлесе çитереймен – 1962 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче вăхăтсăр вилсе кайнă. 2009 çулта 100 çул тултарнă пулĕччĕ. Кунта çакна та каласа хăварас пулĕ. Ишлĕри шкулта çак пысăк событие асăрхамасăр хăварчĕç. Çĕр çулхи юбилей ячĕпе ачасемпе те, учительсемпе те нимĕнле мероприяти те йĕркелемерĕç.
Питрав Ибасов 1909 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Аслă Арапуçĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Анат Тăрмăш шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Петр Куприянович Шурутри çичĕ çул вĕренмелли, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Турханти шкулсенче директорта ĕçленĕ, унтан фронта тухса кайнă та политрук пулса çапăçнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн хăюллă салтака “Мухтав” орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
Питрав Ибасов ачасене питĕ юратнă. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă вăхăтра та вăл çи-тĕнекен ăру патне çырусем çырсах тăнă. Акă мĕнле вĕрентсе каланă хăйĕн ачисене воин-учитель:
«Ан ÿркен вĕренме, ĕçлеме:
Ĕçлекенĕн апачĕ те тутлă!
Урока ан хăвар ÿлĕме,
Вĕренсен çеç шывра та эс путмăн».
Вăрçăран аманса таврăннă учителе ял çыннисем Киров ячĕллĕ колхоза ертсе пыма суйланă. Вунă çула яхăн ĕçленĕ Петр Куприянович председательте. Сывлăхĕ начаррине, вăхăт çуккине пăхмасăрах вăл çав çулсенче нумай калав тата “Шетмĕ тăрăхĕ” ятлă историллĕ очерк çырнă.
Петр Куприянович хăйĕн мăшăрĕпе, Антонина Федоровнăпа 10 ача çуратса ÿстернĕ. Пурте вăтам шкул хыççăн тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухнă. Хăйсем кăмăлллакан специальноçсемпе ĕçленĕ. Валерий ывăлĕ Шупашкар хула администрацийĕн транспортпа çыхăну пайĕн пуçлăхĕнче, Ленин район пуçлăхĕ тата çумĕ пулса тăрăшрĕ. Светлана хĕрĕ Чăваш оперăпа балет театрĕн солистки пулчĕ. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки.
Яков Львович Зверев 1910 çулта Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн 6 çул учительте ĕçленĕ. “Авангард” хаçата йĕркелекенсенчен пĕри. Калавсем çырнă, вырăсларан чăвашла куçарнă.
1941 çулта фашистла Германи вăрçăпа тапăнсан хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Хĕрлĕ Çар ретĕнче салтакран офицера çити – полкри штаб начальникĕн помощникĕ таран ÿснĕ. “Паттăрлăхшăн”, “Мускава хÿтĕленĕшĕн” медальсене тивĕçнĕ. 1946 çулта демобилизаци йĕркипе çартан таврăннă. Первомайски парти райкомĕнче секретарь, иккĕмĕш секретарь пулса ĕçленĕ. 1950 çулсен пуçламăшĕнче Ишлĕ шкулĕн директорĕ пулнă. Пĕр вăхăт Çĕпĕрте пурăннă. Унтан таврăнсан Шупашкарта радиокомитетра тăрăшнă. 1982 çулта çĕре кĕнĕ. Хăй вăхăтĕнче Митта Ваçлейĕпе, Владимир Бараевпа çывăх туссем пулнă.
Василий Матвеевич Ибасов та 1924 çулта Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Пултаруллă ача 6 çултах шкула кайнă (вăл вăхăтра вĕренме 8 çулта çеç илнĕ). Ишлĕри сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче ăс пухнă. 1943 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Днепр урлă каçнă чух аманса госпитальте выртнă. Лайăхрах сипленме вăхăтлăха киле килнĕ. Ишлĕри шкулта военрук пулса 2 уйăх ĕçленĕ. Ун хыççăн Ленинград хулине хÿтĕлеме кайнă. Унта тата икĕ хутчен аманнă. Çапăçури паттăрлăхшăн Отечествăлла вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, “Паттăрлăхшăн” тата ытти медальсемпе наградăланă.
1951 çулта В. Ибасов Хусан Патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр вĕренÿ çулĕ Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Элшел шкулĕнче завуч, истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1952 çултанпа Питĕр хулинче пурăннă. 1984 çулччен, тивĕçлĕ канăва кайиччен, шкулсенче, ПТУра ĕçленĕ. 16 çул шкул директорĕ, 11 çул ПТУ аслă завучĕ пулнă, истори предметне вĕрентнĕ.
В. Ибасов сăвăсем çырма çамрăклах тытăннă, каярахпа ку ĕçех çĕнĕрен пуçăннă. Автор чăвашла та, вырăсла та çырнă, сăввисене хăех иллюстрациленĕ. Вăл çырнă хайлавсем тĕрлĕрен изданинче тăтăшах пичетленнĕ. “Клад”, “Самана” кĕнекесем кăларнă. 2000 çулхи январь уйăхĕнче çĕре кĕнĕ.
Матви Сакмар (Матвей Алексеевич Сакмаров) та Ишлĕ шкулĕнче 9 çул ĕçленĕ. Вăл – кулăш – шÿт ăсти, маттур “Капкăнçă”, ача-пăча çыравçи, хастар хаçатçă. Сăвăсем те, калавсем те çырнă. М. Сакмаров 1913 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьел ялĕнче çуралнă. Юристсем хатĕрлекен училищĕрен, университетран вĕренсе тухнă. Аллă çул ытла учительре ĕçленĕ. Çĕпĕрте пурăннă, репресси вăхăтĕнче лагерьсенче те ларма тивнĕ.
Пултарулăх ĕçне 30-мĕш çулсенче пуçăннă. Пĕрремĕш кĕнеки “Пирĕн йĕтĕн” ятпа Шупашкарта 1957 çулта пичетленнĕ. Каярахпа “Автанпа турткăш” (1980 ç.), “Мăр-мăр кушак” (1996 ç.) ятпа кĕнекесем кăларнă. “Тимур тата унăн команди” повеçе вырăсларан чăвашла куçарнă (1941 ç.).
2005 çулхи февраль уйăхĕнче чĕри тапма чарăннă.
В. ЗАЙЦЕВ, тавра пĕлÿçĕ.