00:00 31 августа 2010 г.
Çапла, 2010 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче, шăматкун, Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта (çĕнĕ стадион) çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕ пулать. Сумлă мероприяти 10 сехетре пуçланать. Эстафета ултă ушкăнпа иртет.
Пĕрремĕш ушкăн – çемьесен командисем (ашшĕпе амăшĕ, вун пĕр çула çитичченхи ачи).
Иккĕмĕш ушкăн – ветерансен командисем (40 çултан аслă 3 арçынпа 35 çултан аслă 2 хĕрарăм).
Виççĕмĕш ушкăн – тĕп шкулсен командисем (3 арçын ачапа 3 хĕр ача).
Тăваттăмĕш ушкăн – вăтам шкулсен командисем (5 арçын ачапа 5 хĕр ача).
Пиллĕкмĕш ушкăн – организаци-предприяти, учреждени, вĕрентÿ заведенийĕсен командисем (5 арçынпа 5 хĕрарăм). Вĕренекенсемпе студентсене кĕртме юрамасть ку ушкăнри командăсене.
Улттăмĕш ушкăн – ял поселенийĕсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм). Ăмăртăва хутшăнакансен поселенинче пурăннине кăтартакан прописка пулмалла.
Эстафетăна хутшăнакансен (çемье командисемсĕр пуçне) пурин те 400 метр чупмалла пулать.
Мала тухнă командăсене Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ.
Заявкăсене судьясен коллегине сентябрĕн 4-мĕшĕнче 10 сехетчен тăратмалла. Вĕсене медицина ĕçченĕсем çирĕплетмелле.
Çĕнтерÿçĕсем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта “Советская Чувашия” хаçат парнишĕн пулакан ăмăртăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илеççĕ.
Пурне те ăмăртăва чĕнетпĕр!
Йĕркелÿ комитечĕ.