08:18 15 июля 2013 г.
"Юрату çутă, теççĕ халăхра. Асăрханă-и? Юратакан çынсен сăнĕсем те çутă, куçĕсем йăлтăраççĕ.
Анчах та юрату ăша çунтарса яма та пултарать, чĕре кăмрăкланать, кирлех тĕк кĕл çеç тăрса юлать. Юратура чăнлăхпа тỹсĕмлĕх, çирĕплĕх, шанчăк кирлĕ, вĕсемсĕр пĕр-пĕр çепĕç чун ĕмĕрĕпех асап курса çеç пурăнĕ", - тесе вĕçлерĕç черетлĕ тĕл пулăва Патăрьелĕнчи тĕп вулавăша пуçтарăннă вулакансем. Кун пек пĕтĕмлетỹ тума вĕсене чăваш халăх поэчĕн Г.А.Ефимовăн "Телейсĕр чух телейлĕскер" повеçне вуласа тухни хистерĕ курăнать.
Автор хăйĕн повеçĕнче юратупа ултав, кăмăл-сипет, воспитани, кăткăс пурнăçăн тата ытти çивĕч ыйтăвĕсене те хускатать. Тĕп герой - тăлăх Полина - пурнăç хури-шуррине курнă, анчах та темле йывăр лару-тăрура та чун тасалăхне, çынлăх туйăмне упрама пултаракан хĕрарăм.
Кĕнеке авторĕ - Георгий Андреевич Ефимов - Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, поэт, куçаруçă.
Георгий Андреевич Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралнă. А.М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, Чăваш писателĕсен ответлă секретарĕ, "Ялав" журналăн тĕп редакторĕ, "Коммунизм ялавĕ" ("Хыпар") хаçатăн пай пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнă, нумай куçарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Георгий Андреевича "Халăхсен туслăхĕ" орденпа наградăланă. Писатель пурĕ 55 кĕнеке пичетленĕ. Вĕсенчен вулакансене паллăраххисем: "Ăшă кăмăл", "Çамрăклăх", "Акăшпи", "Астăватăн-?", "Праски аппа", "Юрлакан хунавсем", "Туслăх çăлтăрĕ", "Телейсĕр чух телейлĕскер" тата ыттисем те.
Георгий Ефимов пурăннă пулсан шăпах 85 çул тултаратчĕ, анчах та 2005 - мĕш çулта вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Çак сумлă юбилей тĕлне районти тĕп библиотекăра кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç. Чăвашла кĕнекесем вулама юратакансене краеведении пай пуçлăхĕ Нина Мазякова паллă поэтăмăрăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, "Телейсĕр чух телейлĕ" повесть содержанине аса илтерчĕ.
Повеçе вуласа тухнисем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлтерчĕç, унти сăнарсене сỹтсе яврĕç.
Батыревский район Чувашской Республики