АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Педагог, писатель

08:52 26 июля 2013 г.

 

Прохор Емельянов писателĕн произведенийĕсене юратса вулакансем, чи малтанах- çамрăксем, шкул ачисем.

Вăл - педагог, писатель. Вăл хăйĕн пурнăç уттине пĕтĕмпех шкул ачисене воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă.

Пурăннă пулсан паян шăпах 100 çул тултаратчĕ. Çуралма вăл Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнче, Ураскилт ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Хĕрĕх çул ытла вăл тĕрлĕ çĕртре ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Литература ĕçне Прохор Кононович 1930 çулта тытăннă. Вăрçă хыççăн вăл ачасем çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренĕвĕ, вăййи-кулли, ĕмĕчĕ-шухăшĕ çинчен çырма тытăнать. Унăн "Çумăр тумламĕ", "Кăмаша вăрманĕнче", "Эпĕ сукмакпа пыратăп", "Юратнă тусăмсем", "Марине", "Икĕ тĕлпулу" калавĕсене ачасем савăнсах вулаççĕ. Мĕншĕн тесен автор хăй калавĕсенче ачасене çĕр ĕçне юратма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентет.

Писателĕн юбилейне паллă туса районти тĕп библиотекăра литература сехечĕ иртрĕ.

Краеведени пайĕн пуçлăхĕ Нина Мазякова вулакансене унăн кĕнекисемпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсене уйрăмах Нина Васильевна "Икĕ тĕлпулу" калавне вуласа пани килĕшрĕ. Мĕншĕн тесен автор повеçре фронтовиксен шухăш-кăмăлне, вĕсен мăшăрĕсен тылри пурнăçне, мораль енчен çирĕп те таса туйăмлă пулнине уçса парать.

Повеçри тĕп герой - вăрçăра темиçе хутчен те аманнă аслă лейтенант, халĕ вăл учительте ĕçлет. Вăрçă çулĕсенче тыла командировкăна кайсан, Нина ятлă хĕрпе паллашнă пулнă. Вĕсем пĕр - пĕрне килĕштереççĕ, юратаççĕ. Анчах аслă лейтенант тепĕр хут вăрçа каять, йывăр аманать. Хаçатра ăна вилнĕ хыççăн Ленин орденĕпе наградăланă тесе пĕлтереççĕ. Çапла вара Нина юратнă çынна çухатать. Анчах аслă лейтенант вилмен иккен. Нумай çул хыççăн вĕсем тĕл пулаççĕ. Темле йывăр вăхăтра та таса чунлă çынсем хăйсен юратăвне манман. Ку ĕнтĕ чăн-чăн юрату, тăшмана çĕнтерме, пурнăçри йывăр кунсене çирĕппĕн тỹссе ирттерме пулăшакан юрату. Автор ăна пысăк ăсталăхпа çырса кăтартнă.

Прохор Кононович Емельянов çырнă произведенисен чĕлхи лайăх, çăмăллăн вуланаççĕ, кашни çыннах шухăша яраççĕ.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика