14:25 25 ноября 2013 г.
Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче "Сăмах ăсти чыслă ята тивĕç" ятлă кĕнеке выставки йĕркеленĕ.
Ăна чăваш халăх поэчĕ Александр Егорович Алга çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Александр Алга поэт та, прозаик та, драматург та, паллă куçаруçă та, публицист та, литература критикĕ те пулнă. Тăван литературăра хĕрĕх çул ытла ĕçлесе писатель-публицист вулакансене сахал мар сăвă-юрă, поэмăсем, калавсемпе повеçсем, очерксемпе статьясем парнеленĕ. Вĕсем пурте тарăн шухăшлă, чăннипех те илемлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Унăн "Хĕвеллĕ ир", "Сăвăсемпе поэмăсем", "Çулăм витĕр çул выртать", "Хĕçпе çурла", "Хамăръялсем" кĕнекисемпе "Шыварманĕ" легенди, "Иккĕн", "Илюк", "Çĕнĕ Кармен", "Ултав", "Вĕсем çирĕм саккăрăн пулнă" поэмисем литературăра паллă вырăн йышăнаççĕ. А.Алга калавĕсенче вăрçă ỹкерчĕкĕсем куçа курăнмалла уççăн тухса тăраççĕ, вулакан кăмăлне тыткăна илеççĕ, чунра ăшă та çутă шухăш-кăмăл çуратса хавхалантараççĕ.
А.Алга (чăн хушамачĕ - Бачков) поэт хальхи Тутар республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче 1913 çулта чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕнчен юлнăскер, вăл выçăллă-тутăллă ỹснĕ, сухапуç хыçĕнчен утнă, çиме çăкăршăн çын анисене те сỹреленĕ, тырă вырма та çамрăклах çỹренĕ. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэта тăлăх ачасен çуртне вырнаçтарнă. Унта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк каччă Хусанти Чăваш педтехникумĕнче вĕренет. Çакăнта çырать те вăл хăйĕн пĕрремĕш сăввине, вăл "Утăм" альманахра пичетленсе тухать.
1935-мĕш çулта Чăваш педагогика иститучĕн чĕлхепе литература факультетне вĕренме кĕрет, литература ĕçне чăнласах пикенет. Пулас поэтăн сăввисем республикăри хаçатсемпе журналсенче тăтăшах çапăнса тухма тытăнаççĕ. Вĕсене Бачков хушаматпа мар, Алга псевдонимпа пичетлеме тытăнаççĕ.
1939 çулта А.Алга Совет Çарне каять, çакăнтанах вăрçа хутшăнать. Вăл вăрçăн малтанхи кунĕнчен пуçласа фашистла Германие çĕнтеричченех фронтра пулнă. Тăватă çул хушшинче темиçе хут та аманнă.
1946 çулта çартан таврăннă хыççăн А.Алга "Ялав" журнал редакторĕнче, Чăваш писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Илемлĕ литература произведенийĕсене вырăсларан тата ытти чĕлхесенчен чăвашла куçарас енĕпе те поэт çине тăрса ĕçленĕ. Поэт пурнăçа, килес кун-çула чаплăрах, пуянрах, телейлĕрех пуласса оптимистла курса ĕненсе тăнă. Шел те, "Хĕçпе çурла" романа вăл пĕтĕмпех çырса пĕтереймен, чылай вăхăт чирлесе пурăннă хыççăн 1977 çулхи июнĕн 15 мĕшĕнче вилнĕ.
Вăл пурнăçа юратма сĕнсе çырнă произведенисем яланах халăх асĕнче упранчăрах.
Батыревский район Чувашской Республики