16:16 27 ноября 2013 г.
"Пурнăçра яланах пĕр тĕллевпе, пĕр ĕмĕтпе пурăнтăм. Хама çуратнă халăхăма мĕн чухлĕ те пулин ырă тăвас, унăн чĕлхипе сăмахлăхне, йăли-йĕркине малалла кайма май парас, çĕнĕ пахалăхлă пусăма çĕклеме пулăшас тесе тăрăшрăм" Александр Мефодьев. Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем паллă ентешĕмĕр Сантăр Аксар-Мефодьев 75 çул тултарнă ятпа тĕрлĕ материалсем пухса буклет кăларчĕç. Буклетра поэтăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăн пекех кунта унăн ĕçĕсен библиографийĕпе паллашма пулать.
Сантăр Аксар (Мефодьев Александр Иванович) - Раççей çыравçисен тата журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.
А.И. Мефодьев 1938 çулхи чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Малтан тăван ялти 7 çул вĕренмелли, кайран Шăнкăртамри вăтам шкулсенче пĕлỹ пухнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
А.И. Мефодьевăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăван ялти ял хуçалăх эртелĕнче вăй хунинчен пуçланнă. Пĕр хушă ял библиотекине те ертсе пынă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Йĕпреçпе Патăрьел районĕсенчи хаçатсен редакцийĕсенче тата парти комитечĕсенче, КПСС Чăваш обкомĕн культура пайĕн инструкторĕнче, "Хатĕр пул" (Çилçунат)-тĕп редакцийĕнче тăрăшнă.
1972-1975 çулсенче Сантар Аксар И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирант пулса ĕçленĕ.
1992-мĕш çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хурать. Хальхи вăхăтра Александр Иванович çав факультетри литература кафедрин доценчĕ. 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Сантăр Аксар литература ĕçне тытăннă. "Кахал" ятлă пĕрремĕш сăвви 1954 çулта районти "Авангард" хаçатра пичетленсе тухнă. Каярахпа унăн сăввисем, очеркĕсемпе статьисем республика хаçачĕсемпе журналĕсенче те пичетленме пуçланă.
А.И. Мефодьевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, вăл - поэт-юрăçă та. Унăн сăввисем тăрăх Н.Эриванов, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, Н.Тимофеев, В.Романов, Н.Заводскова, В.Адюков, Е.Кузьмина, И.Медведев композиторсем 40 ытла юрă çырнă.
Юлашки çулсенче вăл И.Степанов композиторпа тачă çыхăнса ĕçлет. Сантăр Аксар куçаруçă пулнипе те паллă. Писатель вырăс, тата мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне, 20 яхăн илемлĕ кинофильм текстне чăвашла куçарнă. Сантăр Аксар - 14 кĕнеке авторĕ. Вĕсем - илемлĕ сăмахлăхпа вĕренỹ кĕнекисем.
Ăслă та маттур ентеш-ăсчахăмăра юбилей ячĕпе саламлатпăр! Малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
Батыревский район Чувашской Республики