12:57 05 декабря 2013 г.
Чăваш халăх сайчĕ ирттерекен литература конкурсне Пăлапуç-Пашьел шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Светлана Никитина 4-мĕш çул хутшăнать.
Малтанхи виçĕ çулĕнче те вăл призерсем хушшинчеччĕ.
Кăçал вĕрентекен «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвне «Кашлаççĕ йǎмрасем çилпе» сǎвǎ тǎратрĕ. Конкурс условийĕсем çǎмǎлах мар. Хайлава фантастика е фентэзи мелĕпе çырмалла, йǎмра сǎнарне çутатмалла, кивелнĕ е çĕнĕ сǎмахсемпе усǎ курмалла. Конкурса тǎратнǎ ĕçĕн чĕлхе илемлĕхĕ те, сюжет кǎткǎслǎхĕ те пахалǎхпа палǎрмалла.
Сǎвǎ хайлама юратакан вĕрентекенсем хушшинче Светлана Никитина вара кǎçал та 3-мĕш вырǎна тухрĕ. «Иртнĕ çул конкурса хутшǎнакансен хайлавĕсене пухса кĕнеке кǎларса пачĕç, çакǎ маншǎн пысǎк парне пулчĕ», - тет пултаруллǎ вĕрентекен. Хăй çырнипе çеç лăпланса лармасть вǎл, ачасене те сǎвă-калав çырма хǎнăхтарать, вĕсен пултарулǎхне аталантарма пулǎшать.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района