АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пултарулăх семинарĕ

16:20 20 декабря 2013 г.

 

       2013 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче „Чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентнĕ чух çĕнĕ информаци технологийĕсемпе усă курас актуаллă ыйтăвĕсем” темăпа Шупашкар тата Патăрьел районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Чи малтанах аякри хăнасем Тутаркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса курчĕç. Алина Валентиновна Ишова вĕрентекен вĕсене тарават кĕтсе илчĕ, хăйĕн пуян ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, музей класра ăсталăх урокне ирттерчĕ.

       Семинара хутшăнакансем Шупашкар районĕн „Бичурин тата хальхи самана” музейĕнче хăйсен ĕçне малалла тăсрĕç. Кунта икĕ районтан пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсем умĕнче Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн информаципе аналитика центрĕн методисчĕ Елена Валентиновна Христофорова тухса калаçрĕ, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ информаципе тухăçлă усă курассин актуаллăхне палăртрĕ, районти хастар учительсене ятран асăнчĕ. Патăрьел районĕнчи пултаруллă ĕçлекен вĕрентекенсен ушкăн ертÿçи Светлана Пантелеймоновна Кулакова хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Хăнасем музейпа паллашрĕç, нумай интереслĕ самантсене палăртрĕç.

     Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче икĕ район командисен „Туслăх кĕперĕ” пултарулăх тупăшăвĕ (КВНĕ) иртрĕ. „Анатрисем” (Патăрьел районĕ) тата „Паха тĕрĕ” (Шупашкар районĕ) ушкăнсем хăйсен тавçăрулăхне, ăсне, шÿтпе кулă çивĕчлĕхне кăтартса пачĕç. Юрра-ташша маттур пулнине те кăтартрĕç вĕрентекенсем. Тупăшăва Евгений Александрович Майков вĕрентекен ертсе пычĕ. Çивĕч ăмăртура хăйсен маттурлăхĕпе 45:42 шутпа Патăрьел команди мала тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата сертификат парса чысларĕç, хастаррисем парнеллĕ пулчĕç. „Бичурин тата хальхи самана” музей директорĕ, жюри председателĕ Ирина Удалова тата „Паха тĕрĕ” ОООн директорĕ Наталия Посынкина хăйсен сăмахĕсенче çапла палăртрĕç: кирек мĕнле ĕç те вăл пултарулăх, çав пултарулăха ялан туптамалла, кунашкал форматлă ăмăрту усăллă. Семинара пухăннисене музей ирттерекен малашнехи конкурс ăмăртăвĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.

 

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика