АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачасем Сурхури уявне эрне хушши паллă турĕç

14:31 20 января 2014 г.

Авалхи йăла-йĕркепе çулталăкра пĕрре килекен хĕллехи «Сурхури» уявне чăвашсем анлăн паллă тунă. Çав вăхăтра çамрăксем тĕрлĕрен вăйăсем вылянă, юмăç пăхнă, пăрçа ăшаланă, йăва пĕçернĕ, кил тăрăх çуренĕ.

Патăрел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче Сурхури уявне Кивĕ Çĕнĕ çултан пуçласа Кăшарничченех паллă турĕç. Эрне хушши урамра ача-пăча сасси янăраса тăчĕ. Ахаль шуйхашнă сасă çеç мар «сурхури, сурхури çитрĕ, куртăр-и-и!» таçта çити ян та ян кайрĕ каçхи сасă.

Аслă Чементи ял библиотекинче вăй хуракан Людмила Ежова йĕркеленипе чи малтанах ачасем «Сурхури» уявĕн йăли-йĕркине аса илчĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ маскăсем тăхăннă ачасем библиотекарь ертсе пынипе кашни урамра пулчĕç. Ырă хуçасем сурхури ачисене кукăльсем, пылак çимĕçсем пачĕç. Çакăншăн ачасем хуçасене тав турĕç, сăвăсем каларĕç, юрласа ташларĕç. Карта тулли выльăх – чĕрлĕх, сак тулли ача-пăча, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Кăмăллă хуçасене ырларĕç. Хыт пăрçасене вара питлерĕç. Катьăпа Настя Ежовăсем, Дианăпа Саша Матросовсем, Вероника Капитонова, Федя Антонов сурхури   сăвви-юррисене пуринчен те матуртарах каларĕç.

Ялти ватăсем сурхури ачисене йăла-йĕркене асра тытнишĕн тав турĕç. Хăйсем те çамрăх чухнехи вăхăтра еплерех юмăç пăхнисене, килрен-килле   çуренисене аса илчĕç.  

Эх, савăнчĕ те вара ача-пăча тăвайккисенчен ярăнса!  

Юлашкинчен ачасем пурте пĕрле библиотекăра сурхури кучченеçĕсене çисе чей ĕçрĕç.

 

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика