АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ йĕркеленчĕ

16:56 19 февраля 2014 г.

 

Нарăсăн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра краеведсен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсем, библиотекарьсем, районти таврапĕлỹçĕсем пухăнчĕç. Çак тĕл пулăва Чăваш наци конгресĕн президиум членĕ Э.К.Бахмисов та хутшăнчĕ. Хальхинче краеведсем Патăрьелĕнче Чăваш наци конгресĕн уйрăмне йĕркелес ыйтăва çĕклерĕç.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Н.Ф.Угаслов пуçарнипе кашни районтах уйрăмсем йĕркелес ĕç пырать. Çакăн пек уйрăмсем йĕркелесен Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ анлăрах та кал-кал пырĕ.

Тĕл пулăва пухăннисене тĕп библиотека ĕçченĕ Нина Мазякова Чăваш нацинчен килнĕ Çырупа паллаштарчĕ. Унта халăх культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине упрас тата аталанма пулăшас ĕç чи кирли çинчен пĕлтернĕ. Çак ĕçре районсенчи таврапĕлỹçĕсем хастар хутшăнса çитĕнекен ăрăва явăçтарас пирки мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртнă. Çавăн пекех район территорийĕнче 2014 çулта ирттерме палăртнă ял уявĕсем, юбилейсем, акатуйсем çинчен Чăваш наци конгресне пĕлтерме ыйтнă. Çак ĕçпе "Чăваш ялĕ" ятпа ятарласа йĕркеленĕ комитет уявсене ирттерес тĕлĕшпе пулăшма пултарасси çинчен пĕлтернĕ.

Тĕлпулура Эдуард Константинович Бахмисов ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, малашнехи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех хăй ытти регионсенче пулса курнă акатуйсем еплерех иртни çинчен те чарăнса тăчĕ.

Тĕлпулăва килнĕ хастарсем районта Чăваш наци конгресс уйрăмне кашни ял тăрăхĕнчен пĕрер е икшер çынна комитета кĕртме сĕнчĕç. Килĕшсе татăлнă хыççăн сасăласа çак краеведсене суйларĕç: Патăрьел ял тăрăхĕнчен - Коннов Д.Н. (таврапĕлỹçĕ), Ларионов Н.Д. ("Авангард" хаçатăн тĕп редактор çумĕ), Мазякова Н.В. (тĕп библиотека краеведени секторĕн ертỹçи), Маллина Валентина Павловна ("Çăкăр" музей ертỹçи), Хлебникова Г.Ф. (Патăрьеленчи 2 номерле шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Алманчă ял тăрăхĕнчен - Каруева Т.В. (ял вулавăшĕн ĕçченĕ), Генералова Г.П. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчен - Сакмарова Н.П. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Никитина С.П. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Ишлĕ ял тăрăхĕнчен - Владимирова Л.А. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Чемен ял тăрăхĕнчен - Ежова Л.Н. (ялти вулавăшĕн ĕçченĕ), Пикшик ял тăрăхĕнчен - Пестров Л.Н. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчен - Кулакова С.П. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Кзыл Чишма ял тăрăхĕнчен - Семенов П.Ф. (таврапĕлỹçĕ), Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчен - Люкин В.Г. (таврапĕлỹçĕ), Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчен - Бородкин В.М. (таврапĕлỹçĕ), Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчен - Степанов Я.М. (таврапĕлỹçĕ), Сăкăт ял тăрăхĕнчен - Ксенофонтов Н.В.(чăваш культурине вĕрентекен, таврапĕлỹçĕ), Шăхач ял тăрăхĕнчен - Аврелькин Н.Ф. (таврапĕлỹçĕ), Турхан ял тăрăхĕнчен - Данилов И.В. (таврапĕлỹçĕ), Туçа ял тăрăхĕнчен - Яковлева В.П. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Тăрăн ял тăрăхĕнчен - Каллина О.А. (чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ), Çĕньял ял тăрăхĕнчен - Антонов В.В. (таврапĕлỹçĕ), Шăнкăртам ял тăрăхĕнчен - Салихов П.М. (таврапĕлỹçĕ).

Çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн Советне те йĕркелерĕç. Унта - Коннов Д.Н., Ларионов Н.Д., Мазякова Н.В., Кулакова С.П., Хлебникова Г.Ф., Маллина В.П., Яковлева В.П. юлташсене сĕнчĕç.

Патăрьелĕнчи Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕн ертỹçине (председательне) пурте пĕр пек сасăласа Коннов Дмитрий Николаевича суйларĕç.

Коннов Дмитрий Николаевич - Чăваш халăх ăсчахĕ, РФ суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи. Нумаях пулмасть унăн "Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта вăл ял историйĕ, колхозсемпе шкулсен ĕçĕсем çинчен çырнă. Иртнĕ вăхăтсене паянхи пурнăçпа танлаштарса тĕрлĕ фактсемпе цифрăсем илсе кăтартнă.

Чăваш наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăм ушкăнне ăнăçу сунса саламлатпăр! Çак çăмăлах мар ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырса пулас ăру валли тарăн йĕр хăварасса шансах тăратпăр!

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика