АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Галка Ваçлейĕн сăваплă ĕçĕ

10:11 08 марта 2014 г.

 

Хĕрарăм - тĕнчене пĕтме паманТурă

Хĕрарăм - çĕр çинчи Ырă.

Хĕрарăм - çĕр çинчи Хĕвел!

Вăл -Çил, çил ачисем парнелет.

Вăл - Кăвар, çунтарать те пĕçертет те.

Вăл - Тĕнче, сăпайлă та асăрхануллă тĕнче.

Унпа пурнăç тăсăлĕ, савнăç пĕрле пулĕ.

Упрăр, хисеплĕр, вĕсене!

Çакăн пек йĕркесене вуласа пуçларĕ поэзи сехетне районти тĕп библиотека ĕçченĕ Нина Мазякова.

Ку мероприятине Патăрьел районĕн паллă поэчĕ - Галка Ваçлейĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалларĕç.

Василий Григорьевич Галкин, Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче 1929 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă.

Поэт, творчествăллă кун-çулĕнче, сахал мар, хавхалануллă, ăстайлă сăвă-хайлав çырса халăх патне çитерчĕ. Çыравçăн пултарулăхĕнче юрату лирики те паллă вырăн йышăнать. Ялти пурнăç илемĕ, çамрăксен таса та çутă ĕмĕт-шухăшĕ, туслăхпа юратăвĕ чуна илĕртмелле шăранать.

Районти тĕп библиотекăн вулав залне поэзине юратакансем, хăйсем сăвă çыракансем пуçтарăнчĕç.

Галка Ваçлейĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Нина Мазякова тĕплĕн каласа пачĕ, поэт пурăннă чухне вулавăшпа тачă çыхăну тытнă. Поэтăмăра халалласа "Çулсем иртсен те аса илтерет-ха вăл хăйне..." ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.

Унăн "Сăваплă ен" (2007), "Тивлет" кĕнекисемпе тата пурăннă чухне мехелçĕсемпе пĕрле ỹкерĕннĕ сăнỹкерчĕкĕсемпе Наталия Ракова паллаштарчĕ. Залра Галка Ваçлейĕн тĕрлĕ çулта çырнă сăввисем пĕр сехет хушши янăрарĕç.

Шел те, поэт иртнĕ çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайрĕ. Çапах та унăн таса, çутă лирикăллă поэзийĕ хăйĕн илемĕпе вулакана малашне те хумхантарса савăнтарĕ.

 

 

 

 

 

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика