10:30 19 марта 2014 г.
«Чăваш халăх сайчĕ» тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ шкул ачисемпе çамрăксен тата вĕрентекенсем хушшинче «Чăваш йăмри» фантастикăллă хайлавсен интернет-конкурсне ирттерчĕ.
«Чăваш йăмри» интернет-конкурса ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Интернет конкурса хутшăнакан материалсен тытăмĕнче тĕрлĕ жанрпа (повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сăвă) тата литература тĕсĕпе ( фантастика е фэнтэзи) çырнă ĕçсем пулчĕç.
Патёръел районĕнчи «Алманчăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан» муниципалла вĕрентÿ учрежденийĕн вĕренекенĕсем Никитина Анжелика (14-15 çулхи ачасем (8-9 кл.) хушшинче) «Ăшă хум асамлăхĕ» тата Иванова Ирина (16-17 çулхи ачасем (10-11 кл.) хушшинче) «Йăмра» ятлă хайлавпа хутшăнчĕç.
Хĕр ачасем иккĕшĕ те ăмăртăва хутшăнни çинчен калакан Ĕнентерÿ хутне илчĕç.
село Алманчиково Батыревского муниципального округа