17:19 20 марта 2014 г.
Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн ташши- юррисемпе халăха савăнтарсах тăрать.
Хальхи вăхăтра ансамбль ака уйăхĕнче Чăваш Республикин паллă композиторĕ тата дирижерĕ А.Орлов - Шуçăм çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Хор ушкĕнĕнче 24 çын, вăл шутра 16 хĕрарăм, 8 арçын. Ташă ушкăнĕнче 6 арçынпа 6 хĕрарăм. Эрнере виçĕ хут пуçтарăнса репетицисем иртеççĕ. Аристарх Гаврилович Орлов - Шуçăм çырнă "45 çулхи çуркунне" вокалпа хореографи сюитине, "Хĕл илемĕ", "Ан йăпăлтат", "Садра чечек лартмасан", "Савăнăç юрри" юрăсене вĕренеççĕ.
Сăмах май, кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче ансамбль "Халăх хорĕ" ятне РСФСР культура министрĕн Указĕпе çирĕплетни 40 çул çитет. Малтанхи вăхăтра хор Çĕньялти культура çуртĕнче йĕркеленнĕ пулнă. Ун чухнех хор Мускавра Кремльти съездсен керменĕнче хăйĕн пултаруллăхне кăтартса "лауреат" ята çĕнсе илнĕ. Çак тивĕçлĕ ята ансамбль 8 хутчен илнĕ (4 - РСФСР, 4 - Чăваш Республикин).
Юрăпа ташă ансамбле йĕркелесе ярса халĕ те ăна ертсе пыраканни - Раççей Федерацин тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А.С. Шакин.
Анатолий Степанович хора 7-8 саспа юрлаттарать. Çак 40 çул хушшинче ансамбль тĕрлĕ хуласенче пулса курнă. Акă иртнĕ, 2013 мĕш çулта, чăвашсен паллă композиторĕсем Г.Лебедевпа Ф.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Красноармейскинче тата Шупашкарти филармонинче ирттернĕ концертсенче хутшăнса "Чăваш тĕрри" тата "Ĕç хыççăн" сиютăсем лартнă. Çав çулхинех утă уйăхĕнче ансамбль Оренбург хулинче ирттернĕ чăвашсен Акатуйĕнче те хăйĕн пултаруллăхĕпе унти чăвашсене савăнтарнă.
2014 çул - культура çулĕ пулнă май, Патăрьелĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ халăх умне хăйĕн çĕнĕ репертуарĕпе тухасса шансах тăрать.
Батыревский район Чувашской Республики