07:28 29 марта 2014 г.
Чăваш Республикинче, Патăрьел районĕнче "Тăван шкул" ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем тин кăна пĕлтернĕччĕ. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет теççĕ пирĕн ваттисем. Акци вăй илсе пырать. Акă, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăкăт шкулне Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн председателĕн çумĕ О.В.Мешков тата Европа чемпионĕ, Тĕнче чемпионачĕн тата Кубокĕн призёрĕ, кире пуканĕ йăтассипе Гиннес кĕнекине кĕнĕ Б.Н.Глинкин Патăрьел район администрацийĕн ертÿçипе Н.И.Глуховпа пĕрле килсе çитрĕç. Шкула тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕсем парнелерĕç ыр кăмăллăха хапăлласа йышăннă ентешсем.
Сăкăт шкулĕнче миçе çул ĕнтĕ тĕрлĕ спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ: ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, кире пуканĕ йăтакансем, волейбола килĕштерекенсем. Алексей Алексеев спорт мастерĕ ертсе пынипе кире пуканне йăтакан каччăсемпе хĕрсем районта кăна мар, республикăра иртекен ăмăртусене те хăюллăнах хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ. Хаклă парнене тивĕçнĕ пулсан, яваплăх та ÿсет-çке! Тата маттуртарах пулмалла эппин пирĕн! Парнесемшĕн, паллах, пысăк тав!
Çак кунсенчех, акă, шкулти çамрăк спортсменсем Вăрнара кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвне кайма хатĕрленеççĕ, каникул кунĕсене пăхмасăрах спортзала çÿреççĕ. Чаплă парнесемпе çунатланнă хыççăн, халĕ, спорта юратакансен йышĕ ÿсессе, çитĕнÿсем ытларах, кăтартусем пысăкрах пуласса шанать А.В. Алексеев тренер. Çапла пултăрччĕ!
Сугутское сельское поселение Батыревского района