12:00 04 апреля 2014 г.
"Пирус тĕпĕ— пысăк инкек" темăпа калаçу иртрĕ Сăкăт шкулĕнчи вуннăмĕш класра. Пирус туртни сиенлĕ пулни пирки хĕрсемпе каччăсене ăнлантарма кирлĕ мар. Çав сывлăхшăн сиенлĕ наркăмăшпа киленекенсем хăйсен сывлăхĕсене вăхăтсăр кĕскетни — пĕрре, тепре ...
Пирус туртакансен тимсĕрлĕхне пула мĕн чухлĕ инкек пулса иртет пирĕн пурнăçра. Сÿнтермесĕр пăрахса хăварнă пирус тĕпĕ е шăрпăк типĕ курăка наччас ярса илет те вăрманта пушар тухать. Пушар вара ниме те шеллемест, çурт-йĕртен, хуралтăсенчен тата ытти япаласенчен кĕл купи çеç тăрса юлать. Пĕр пĕчĕк пирус тĕпне пула!
Пирус туртни паян модăра мар тетпĕр пулин те, çак инкеклĕ япала тыткăнне лекнисем те чылай. Çав серепене çакланас марччĕ.
Сугутское сельское поселение Батыревского района