АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Дария Дюкина – республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн призерĕ

11:54 22 апреля 2014 г.

 

Ака (апрель) уйăхĕн 18-мĕшĕнче кашни çул ирттерекен наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика уявĕ иртрĕ.

«Çăлтăрчăк» номинацире чăваш тата вырăс шкулĕсенче 7-9 классенче вĕренекенсем 5 станцире тупăшрĕç:

1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чăваш чĕлхи;

2.  «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;

3. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ»;

4. «Илемлĕх тĕнчи» – чăваш литератури  хайлавĕсене илемлĕ вулани;

5. «Пирĕн пултарулăх» – ачасен пултарулăх тупăшăвĕ: юрă юрлани, ташă ташлани, харпăр хăй сăввисене вулани т. ыт. те.

Конкурса республикăри чăваш шкулĕсенчен 16 ача, вырăс шкулĕсенчен 16 ача хутшăнчĕ. Патăрьел 2-мĕш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Дария Дюкина 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Пултарулăх енĕпе ертсепыраканĕ – Хлебникова Галина Фирсовна учитель. Çĕнтерÿçĕпе унăн ертÿçине чĕререн саламлатпăр!

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика