09:28 24 апреля 2014 г.
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 11 класĕнче вĕренекенсем Н.К. Тинюкова вĕрентекенпе пĕрле Анатолий Емельяновăн "Хура кăрăç" кĕнекине тишкерчĕç.
Крисла Çеменĕ — тĕп сăнар.Унăн ĕçченлĕхĕ ачасене килĕшет. Анчах çемье ăшшине упрас, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерес тĕллев мар унăн —, укçа-тенкĕ пухасси пĕрремеш вырăнта. Çакна сивлерĕç вĕренекенсем. Укçа-тенкĕ чирĕ ернĕ Çемен çынлăхне çухатать, кил ăшши пирки шухăшламасть.
Вĕренекенсем хура кăрăçпа Крисла Çеменне танлаштарчĕç. Хура кăрăç – вăрманта ÿсекен çирĕп те хытă кăмпа. Анчах çак кăмпан та çитменлĕхĕ пур: вĕтĕ хурт ерет те, çак кăмпа пĕтет. Крисла Çеменĕ те хура кăрăç пекех çирĕп те тĕреклĕ. Аварие лекет — сывă юлать, Лариван платник вĕлересле хĕнет — вилмест. Чунĕ те, сывлăхĕ те хура кăрăç пек çирĕп. Крисла Çеменне укçашăн çунни тата ĕмĕтсĕрлĕх тĕп тăваççĕ— çемйи арканать. Укçа чирĕ шала каять. Укçа вырăнне укçа пулĕ-ха, анчах çын вырăнне çын пулмасть. Вилнĕ арăмне тăратса лартаймасть Çемен.
Çемье ăшши пĕр-пĕрне ăнланнинче, хисепленинче, тĕллевпе шухăш-кăмăл пĕр килнинче никĕсленет. Пĕри хуçа, тепри тарçă пулмалла мар. Пур ĕçе те пĕрле килĕштерсе тумалла. Ĕçленĕ чух ĕçлемелле, савăннă чух савăнмалла. Ача-пăчана килтен сивĕтмелле мар, вĕсене тĕрĕс пурăнма вĕрентмелле. Ку кĕнеке вулакана пурăнма вĕрентет. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç хĕрсемпе каччăсем урока вĕçленĕ май.
Сугутское сельское поселение Батыревского района