09:00 08 мая 2014 г.
"Алă ăсти" е "ылтăн алăллă" теççĕ халăхра тĕрлĕ ĕçе маçтăр, тирпейлĕ те çыпăçуллă тăвакансем пирки. Вĕсем ыттисенчен хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çавăн пек маттурсен йышĕ иксĕлми. Çакна Вера Фёдоровна Кузнецова хăйĕн кăмăлĕ туртнипе, чунĕ хушнипе йĕркеленĕ "Сăкăтри ылтăн алăсем" курав (выставка) та çирĕплетет.
Ялти çирĕм ытла ăста хутшăнчĕ ку курава, хăй аллипе ăсталанă япалана ял халăхне кăтартма, хăй пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл турĕ. Хутшăннисенчен чи асли 69 çулта, чи çамрăкки вара 11 çулта. Куракансем ытларах Фёдор Артамоновăн ĕçĕсене пысăк хак пачĕç: "Хăй пĕччен пĕр музей!" Чăвашăн ĕлĕкхи килĕ-çурчĕ, ун таврашĕнче усă куракан ĕç хатĕрĕсем, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ — тем те, тем те пур кунта! Паянхи çамрăксем хăшне-пĕрне курман та, илтмен те пуль.
Тĕрĕ-эреш ăстисем тата миçен-ши! З.Алексеева (63ç.), З.Анюрова (62 ç.), Р.Шапкина (61ç.), Г. Шапкина (58ç.), Г.Суркова (58ç.), В.Семлюкова (66ç.), М.Лаврентьева (65ç.), Л.Чермасова (69 ç.), М.Медведева (60ç.).
Куравра Э.Прохорова (62ç.), В.Ксенофонтова (54ç.), Г.Муллина (39ç.), А.Чернова (37ç.), В..Горбунов (48ç.) вĕрентекенсен ĕçĕсем те пулчĕç. Ачасем хушшинче те ăстасем пур иккен: Д.Кузнецов (7 класс), Д.Кузнецова (5 класс) , А.Скрипкина (5 класс) , В.Пахмулова (6 класс), В.Елагина (8 класс) хăйсен ĕçĕсене кунта тăратнă.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă ĕçе тума пĕччене йывăр, паллах. "Пĕр шухăшлă, пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ , ăсталăха курма-ăнланма пултаракан, хаклама пĕлекен çынсем пĕрлешнипе пулать кунашкал ĕç",— тет Вера Фёдоровна. Сăмах май, ку куравра унăн хăй çĕленĕ, тĕрленĕ-çыхнă япаласем те чылай. Хитрене ăнланма та хаклама пĕлекен ăсташăн куракансем тав сăмахĕ калани, кураври ĕçсемпе савăнăçлă та кăмăллă пулни — чи кирли.
В.Ф.Кузнецова шкулта аслă вожатăйра , ялти клубра пуканесен театрĕн ертÿçинче чунне парса ĕçленĕскер, халĕ те шкул ачисемпе туслă. Тивĕçлĕ канура пулин те. театр ĕçне пăрахаймасть. Ачасемпе пĕрле пуканесем çĕлет, вĕсене вылятать, калаçтарать... Ачисем те пулăшаççĕ, В.А. Кузнецов мăшăрĕ те пулăшма яланах хатĕр. Курава йĕркелеме "Пучах" лавккара пысăк зал уйăрса панă: кунта ирĕк, çутă, таса.
Малашне те хавхаланса ĕçлеме вăй патăр ĕçченсене! — тесе калас килет куравра пулса курнă хыççăн.