АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Сăкăтра чăн-чăн уяв иртрĕ

08:42 09 мая 2014 г.

 
   
Кирлĕ мар пире вăрçă!
Миршĕн пĕрле кар тăрар!
 
     Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 69 çул çитрĕ. Çак аслă та хаклă Кун ячĕпе Сăкăт ялĕнче паян чăн-чăн уяв иртрĕ. Ирхине 9 сехет тĕлне ял варрине шкул ачисем, ял халăхĕ, хăнасем пуçтарăнчĕç. Хисеплĕ вăрçă ветеранĕ Алексей Иванович Евграфов, салтак арăмĕсем, салтак ачисем, вăрçă вăхăтĕнче фронтшăн вăй парса ĕçленĕ ял ваттисем хисеплĕ хăна вырăнне ларса тухсан Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов митинга уçрĕ, çак уяв кашни çыншăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. 
Уява чĕннĕ хăнасем: Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров, Патăрьел район администраци  пуçлăхĕн ĕç управляющийĕ С.В.Торговцев, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ П.Г.Васюков, Сăкăт чиркĕвĕнче службăра тăракан Игорь Атте, Сăкăтра çуралса ÿснĕ ,халĕ запасри полковник В.П.Гусаров, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев — пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă асапĕ витĕр тухнă ватăсене тав сăмахĕ каларĕç.
Вăрçă ветеранĕ А.И. Евграфов  та Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ял-йыша ăшшăн саламларĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне 11 класс хĕрĕсем литмонтаж хатĕрленĕ.
Малалла Парад пуçланчĕ. Ăна Сăкăт шкулĕнчи ОБЖ преподавателĕ Тинюков Н.И. çÿллĕ шайра ертсе пычĕ. Çамрăк армеецсем хăйсен маттурлăхне, пултарулăхне кăтартрĕç, В.П.Гусаров полковника рапорт пачĕç.  Парад хыççăн ял варринчи вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче шăплăх саманчĕ иртрĕ.  Хисеплĕ ватăсемпе пĕрле, çар тумĕллĕ ентешсемпе юнашар тăрса асăнмалăх сăн ÿкме те манмарĕç юнармеецсем
. Шкул ачисем палăк умне вилнисен ячĕпе чечексем хучĕç...
Паянхи таса тÿпешĕн, тăнăç пурнăçшăн, эпир çак пурнăçра пурришĕн çĕре çити тайма пуç сире, вăрçă паттăрĕсем.

Сугутское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика