АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Эх, юррăм, янăра!» кăларăм

08:54 19 мая 2014 г.

2014 çулхи  çу  уйăхен 17-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн пултарулăх  ушкăнĕ   «Эх, юррăм, янăра!» ярăмăн  черетлĕ кăларăмне ÿкерчĕç.  Кăларăм авторĕ тата ертсе пыраканĕ Регина Тимофеева, операторсем: Андрей Шоклев, Александр Петров, сасă режиссёрĕ Михаил Жбанов.

            Çак ярăмра Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» (ертÿçи Чăваш Республикинчи  культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В.Фролов), «Çăлкуç» (ертÿçи В.Н.Верликов) халăх фольклор ушкăнĕсем тата Аслă Арапуçĕнчи вăтам пĕлÿ паракан шкул çумĕнчи ачасен «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи  Е.Ф.Сорокина) хутшăнчĕç, Шăхач ял тăрăхĕнчи «Умарина» (ертÿçи  Чăваш Республикинчи  культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.М.Гугушкина) тата Çĕнял ял тăрăхĕнчи «Илем» (ертÿçи Чăваш Республикинчи  культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.В.Антонов) халăх фольклор ушкăнĕсем хаваспах хутшăнчĕç, Патăръелĕнчи шкул искусствинче вĕренекенсен «Задоринки» ачасен фольклор ушкăнĕ те (ертÿçи В.В.Макарова) «Эх, юррăм, янăра!» ярăмра  хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç.

            Ярăмăн тĕп тĕллевĕ – Патăръел тăрăхĕнчи халăх пултаруллăх ушкăнĕсемпе  паллашасси, ăста купăсçăсемпе юрăçсем пултаруллăхне Наци телевиденийĕ урлă халăх патне çитересси.

             «Эх, юррăм, янăра!» ярăмăн Патăръел тăрăхĕнче ÿкернĕ кăларăм çитес эрнекун, çу  уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш наци телевиденийĕпе кăтартаççĕ. Унсăр пуçне, кăларăма Чăваш наци телерадиокомпанийĕн  ntrk21.ru сайчĕ çине пăхма пулать.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика