АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан Александра Абрамова 90 çул тултарчĕ

16:42 22 мая 2014 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан Абрамова Александра Андреевна 90 çул тултарчĕ. Çавна май ăна ялти хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи çумĕ Людмила Ежова тата хĕрарăмсен совечĕн членĕ Оксана Зотова Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Гаврил Медведевăн тав хутне тата парнине парса чысларĕç. Çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ,  вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Валерий Осипов тата тĕп специалист-эксперчĕ Полина Логунова та саламларĕç.

 Александра Андреевна çу уйăхĕн 22 - мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Вăл çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. Ун хыççăн, Аслă Аттелех вăрçи пуçлансан, 17 çулхи хĕре Воронеж хули енне окоп чавма янă. Мĕнле кăна асап-тертне тÿсмен пулĕ Александра Андреевна, пурпĕрех пуçне усман - йывăрлăха шÿтпе пусарнă. Вăрçă хыççăн Кивĕ Эйпеç ял-хуçалăхĕнче вăй хунă.

Çирĕм пилĕк çулхи Александра Андреевна 1952 – мĕш çулта Аслă Чементе пурăнакан Иван Васильевич Абрамовпа мăшăрланнă. Мăшăрĕпе пĕрле 6 ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Аслă Чементи «Путь коммунизма» ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Мăшăрĕ ир пурнăçран уйрăлсан ултă ачана ура çине тăратас тесе Александра Андреевна ял-хуçалăхĕнче иртен пуçласа каçчен вăй хунă, бригадăра икшер пай илнĕ. Хĕрĕх çул ытла ял-хуçалăхĕнче вăй хунă хисеплĕ Ĕç ветеранĕ.

Паянхи кун Александра Андреевна Геннадий ывăлĕпе пурăнать. Аслă Чементе пурăнакан Зоя хĕрĕпе кĕрÿшĕ тăхăрвунă çулхи амăшне май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Александра Андреевна хăй те, çулне кура мар, кил хушинчи вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Тăхăрвунă çул тултарнă Санькка аппа ывăлĕ хĕрĕсемпе, кинĕ-кĕрушĕсемпе, мăнукĕсемпе тата мăнукĕн ачисемпе, кÿрши-аршисемпе килĕштерсе савăнса пурăнать.

.

 

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика