14:06 04 июня 2014 г.
Вĕренÿ кунĕсем хыçа юлчĕç, çуллахи хĕвеллĕ кунсем пуçланчĕç. Çуллахи каникул — чи вăрăмми, чи хавасли! Пушă вăхăт та нумай: кан, выля, савăн!
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 1-4 класĕсенчен вĕренсе тухнă хĕр ачасемпе арçын ачасем каникулăн малтанхи уйăхне шкул çумĕнче уçăлнă "Хĕвелпи" лагере çÿреме пикенчĕç.
Ирхине 8 сехет çурă тĕлне шкула пуçтарăнаççĕ ачасем.
Малтанах линейка, зарядка...
Ирхи апат хыççăн тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, ăмăртусем...
Кăнтăр апачĕ хыççăн юрă-ташă, клуб сехечĕсем.
Ачасемпе пĕрлех вожатăйсем (7, 8 класс хĕрĕсем), воспитательсем (шкулта вĕрентекенсем). Вăхăт интереслĕ, сисĕнмесĕр ирттĕр, лагерь кунĕсем асра юлччăр тесе тăрăшаççĕ воспитательсем.
Ачасен сывлăхĕ çирĕп пултăр, лайăх канар та çитес вĕренÿ çулне хавас кăмăлпа кĕтсе илер!
Сугутское сельское поселение Батыревского района