АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мария Мадюкован çĕнĕ кĕнеки "Шурă-шурă чечексем…"

16:45 20 июня 2014 г.

 

Пуян пирĕн Патăрьел - Юхма тăрăхĕ талантлă çынсемпе. Мĕн чухлĕ паллă ăсчахсем, тухтăрсем, художниксем, поэт-писательсем çуратса ỹстернĕ вăл, мухтанмалăх пур. Вĕсен йышĕ çулран çул ỹссех пыни те савăнтарать. Чылайăшĕ тăван тăрăха манмаççĕ, çитĕнекен ăру валли хамăрăн историне хут çине хывса кĕнекесем калăплаççĕ. Акă юлашки çулсенче кăна Н.Тельцовăн "Эпир - Пашьелсем", В.Салминăн "Село: человек на гребне реформ", И.Ильинăн "Тăван ен, тăван кĕтес, Сăкăт - тăван ялăм", А.Салминăн "Асрах-çке эс, тăван кĕтес", В.Яковлеван "Пăла шывĕ хĕрринче", Л.Исхаковăн "Авылыбыз Чишма", Д.Конновăн "Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" кĕнекисем кун çути курчĕç. Вĕсем пурте тăван ен историне çутатса параççĕ. Çак кунсенче тепĕр çĕнĕ чун апачĕ çуралчĕ. Мария Мадюкован "Шурă-шурă чечексем..." ятлă сăвăсен пуххийĕн презентацийĕ районти тĕп вулавăшра иртрĕ. Çак мероприятине поэзине юратакансен "Мехел" клуб членĕсем, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. "Мехел" клуб ертỹçи Нина Мазякова кĕнеке авторĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Мария Ильинична шăп çак кунсенче 55 çул çул тултарнине палăртрĕ.

Сăвăçăсем юбиляра халалласа хăйсем çырнă йĕркесене вуласа саламларĕç, ырлăх-телей сунчĕç. Мария Ильинична чăнахах та çак хисепе тивĕç çын, мĕншĕн тесен хăйĕн кун-çулне тĕрĕс те маттур ирттерет.

Мария Ильинична Мадюкова - Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Çĕньялта 1959 çулхи майăн 18 - мĕшĕнче çуралнă. 1974 çулта Çĕньялти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1974-1976 ç.ç. Турханти вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. 1982 çулта И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухса чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне илнĕ. 1977 çултанпа тăван шкулта ачасене пĕлỹ парать. Мария Ильинична - аслă категориллĕ учитель. Ялти обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. "Илем" халăх фольклор ушкăнĕн членĕ. Пушă вăхăтра çыхма, тĕрлеме, çĕлеме юратать, сăвăсем хайлать.

Чи юратни:

-тĕс - кĕрен;

-чечек - роза,

ромашка;

-апат - симĕç: турăхпа капăртма, салма яшки;

-фильм - "Райские яблочки";

-спектакль - "Турă пỹрмен юрату";

-юрăç - В.Толкунова, В.Христофоров; -

юрă - чăваш халăх юррисем;

-çыравçă - С.Есенин,

А.Артемьев; -кĕнеке - "Как закалялась сталь","Хура çăкăр".

Пурнăç девизĕ: "Пĕр ỹкĕнỹсĕр, пĕр кĕвĕçỹсĕр вĕренер, туссем, тасан пурăнма".

Ĕçне кура - хисепĕ:

1976 ç.- пĕрремĕш грамота илме тивĕç пулнă (Чăваш республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕ художествăлла пултарулăха аталантарас ĕçе активлă хутшăннăшăн наградăланă).

1979 ç - РОВД Хисеп грамоти (обществăлла йĕркелĕхе сыхлама активлă хутшăннăшăн).

1994ç. - Чăваш Республикин халăха вĕрентес ĕç Министерствин Хисеп грамоти.

1998ç. - Патăрьел районĕнчи халăха вĕрентес ĕç управленийĕн Хисеп грамоти 1999ç. - Чăваш республикин вĕрентỹ Министерствин Хисеп грамоти.

2000ç. - Патăрьел район пуçлăхĕн Хисеп грамоти (Çĕньялти хĕрарăмсен совечĕн председательне).

2001ç. - Патăрьел районĕн вĕрентỹ управленийĕн Грамоти (шашка амăртăвĕн районти турнирĕнче çĕнтернĕшĕн). 2001ç. - Патăрьел районĕн вĕрентỹ управленийĕн Хисеп грамоти ("Çулталăк учителĕ" конкурсра 2-мĕш вырăн).

2001ç. - Нагрудный знак "Почетный работник общего образования Российской Федерации".

2002ç. - "Ĕç ветеранĕ" медаль. 2007ç. - Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерỹçин Дипломĕ. Конкурс ячĕ "За образцовое владение русским языком в профессиональной деятельности" (Белгород).

Мероприятине хутшăннă юлташсем Мария Мадюкован "Шурă-шурă чечексем..." кĕнекине пысăк хак парса пахаларĕç, малашне те çакăн пек чуна хумхантаракан сăвăсем çырма сунчĕç. Юбиляр кашнинех хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ, тĕп вулавăша та манса хăвармарĕ.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика