АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван шкул хăй патне туртать

16:47 26 ноября 2014 г.

 «Тăван шкул яланах хăй патне илĕртет. Вĕрентекенсемпе курса калаçас, тепĕр хут вĕсен урокĕсенче ларса ачалăха таврăнас кăмăл пысăк. Паха опыт пухнă аслă çыннăмăрсем сĕнÿ-канаш пани те çунат хушать…»,- теççĕ кашнинчех Пăлапуç-Пашьелĕнчи шкула практика ирттерме килнĕ студентсем.

   Яланах ăшшăн кĕтсе илсе, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунса ăсататпăр  вĕрентекен профессине алла илме ĕмĕтленекенскерсене. Пирĕн çула суйласа илнишĕнхĕпĕртетпĕр те. Вĕсен шучĕ вара сахал мар…

   Ачасем пĕрремĕш ĕç утăмне тăван шкулта туни хамăра тав сăмахĕ каланиех тесе шутлатпăр. Нумаях та вăхăт иртмерĕ-ха Анна Шайманова Вера Кузьминична Мешкова вĕрентекен патĕнче акăлчан чĕлхи, Лариса Васильева Лариса Васильевна Кузьмичева патĕнче истори, общество знани предмечĕсемпе пĕрремĕш уроксем ирттерни. Халĕ, чăн-чăн учитель профессине алла илнĕскерсем, тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлÿ параççĕ.

   Кăçал вара И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУн 4-мĕшкурс студентки Ольга Храмова тăван шкула практикăна килме кăмăл турĕ. Оля кĕçĕн классенче Пăлапуç-Пашьел шкулĕнче вĕреннĕ, 5-11 классенче Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ интернат наци шкулĕнче ăс пухнă. Маттур хĕр журналист профессине алла илесшĕн. Вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн вĕсен шкулта та практика ирттермелле.

   Анлă тавра курăмлă, юрра-ташша ăста студентка ачасемпе кĕске вăхăт хушшинчех пĕр чĕлхе тупрĕ. Шанса панă 5,7 классенче чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене кăсăклă та усăллă, паянхи пурнăç ыйтнă шайра ирттерме тăрăшрĕ. 5 класра вĕренекенсем вăл хавхалантарнипе тĕрлĕ юмахсем те лартса пачĕç, вĕсене хăйсем те çырса пăхрĕç. Спринсян Семен, Бахитов Алексей, Светлана Матюшкина, Настя Соколова тата ыттисем те  хăйсен ролĕсене ăста вылярĕç.

   Ольга Михайловна чăваш литературипе «Халăх сăмахлăхĕ» темăна пĕтĕмлетсе ирттернĕ ĕçлĕ вăйă урокĕ ачасене питĕ килĕшрĕ. Урок пуçламăшĕнче вăл шăрантарнă «Илемлĕ, илемлĕ…» юрра тĕлĕнсе итлерĕç пиллĕкмĕшсем.

    Урока хатĕрленсе ачасем ваттисен сăмахĕсене пуçтарчĕç, тупмалли юмахсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ юмах-халап нумай вуларĕç. Оксана Алексеева сăпка юррине кăмăла каймалла юрласа пачĕ.

   «Асамат кĕперĕ» ушкăн капитанĕ Семен Спринсян анлă тавра курăмлă пулнипе палăрчĕ, «Туслăх йывăççи» ушкăна ертсе пыракан Светлана Матюшкина та тавçăруллă, «Çăлтăрсене» те сÿнме памарĕ Степанида Степанова. Хăйсен ушкăнĕсен ячĕсенче  те тарăн шухăш пытарнă вĕсем, çакна еплерех хавхаланса пĕлтерчĕç ертÿçĕсем. Панă ыйтусемпе ĕçсене тăрăшса пурнăçларĕç, тĕрлĕ конкурссенче те çухалса каймарĕç маттур ачасем.

Тăхтавсенче те канăç памарĕç ачасем студенткăна. Темĕн çинчен те ыйтса пĕлчĕç. Ÿркенмен хĕр пĕрне те хуравсăр     хăвармарĕ.

  «Пĕрремĕш утăмсем çăмăллăнах пусăнасшăн мар, айккинчен пăхма çеç вĕрентекен ĕçĕ çăмăл пек курăнать. Питĕ нумай пĕлмелле-çке, вуламалла, тишкермелле, тĕрлĕ техника хатĕрĕпе те усă курма хăнăхмалла. Ачасене юратмалла, вĕсене ăнланма тăрăшмалла. Ху пĕлни çеç çителĕксĕр,  яка та туйăмлă калаçмалла вĕсен умĕнче, хăйсене те ĕçлеме кăсăклантармалла…Мĕн чухлĕ тетрадь тĕрĕслемелле тата! Вĕрентекен урокра артист та иккен, психолог та, тăлмачă та…»,- çапла ăш-пиллĕн пĕтĕмлетрĕ практика хыççăнхи шухăшсене Ольга Михайловна.

   Хастар студентка кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене ятран паракан стипендине те илсе тăрать. Обществăлла ĕçсенчи, вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн çак чыса тивĕçнĕ Ольга Храмова. Вăл малашне те малтисен ретĕнче пуласса шанатпăр.

  «Пурнăç шăпи таçта та илсе çитерет. Тен, шкулта та ĕçлеме тивĕ. Кунта илнĕ хăнăхусем вара кирек ăçта та  усăллă пулĕç»,-тет пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма ĕмĕтленекен хĕр Светлана Петровна Никитина вĕрентекене тав тунă май.

 

Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика