АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вилĕме юрăпа çĕнтернĕ паттăр

08:29 23 декабря 2014 г.

Культура çулталăкне халалласа вĕрентекенсем, шкул тата ял библиотекарĕсем ертсе пынипе çулталăк тăршшĕпе Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ шкулта чылай мероприяти иртрĕ. Шăпах Культура çулталăкне пĕтĕмлетсе чăвашсен паллă сăвă-юрă ăсти, критикĕ, куçаруçи, паттăр салтакĕ - Валентин Урташ - çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май "Вилĕме юрăпа çĕнтернĕ паттăр" ятлă мероприяти иртрĕ.

Ял библиотекарĕ Антонина Исааковна Капитонова хатĕрленĕ "Чăваш шăпчăкĕ" ятлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç вĕренекенсем.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова хатĕрленĕ "Валентин Урташăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ" презентацие пăхма та кăмăллă пулчĕ саккăрмĕшсене. Паллă çыравçăн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен те нумай пĕлчĕç ачасем. Валентин Андреевичăн сăвви-калавĕсемпе паллашни те питĕ усăллă пулчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле поэтăн паллăрах юррисене юрласа киленчĕç. Мероприяти пурин кăмăлне те кайрĕ.

Тойсинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика