08:51 29 декабря 2014 г.
Çĕнĕ Çулта чи кĕтнĕ хăна, паллах, Хĕл Мучи. Пăлапуç Пашьел шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче вĕренекенсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ăна. «
Хĕл Мучи пуррине ĕненмеллех, унсăрăн парнесĕр те юлăпăр»,- теççĕ шăпăрлансем пĕр-пĕрне пÿлсех.
Чăваш литератури урокĕнче ун патне çыру çырма сĕнсен пурте хапăл турĕç. Хĕл Мучи умĕнче намăс курас мар тесе йăнăшсемсĕр çырма тăрăшрĕç.
Чи кăсăкли – мĕн кĕтеççĕ-ха ачасем чаплă хăнаран? Светлана Матюшкина, Анастасия Соколова, Анжела Шайманова, Анна Реймова, Любовь Епифанова чăваш тата вырăс чĕлхин орфографи словарĕсене парнелессе кĕтеççĕ, вĕренÿре маттур хĕрачасем татах та ÿсĕмсем тăвасшăн, йĕкĕреш Стешăпа Стёпа Степановсене Хĕл Мучи пĕлтĕр планшет шантарнă иккен. Алена Выросова тăваттăмĕш çул гитара кĕтет. Сергей Никитин паллă спортсмен пуласшăн, хоккейла выляма клюшка кирлĕ ăна, Саша Чернов вара Хĕл Мучие чăрăш айне плейер хума ыйтать. Христофорова Ирина, юрлама юратаканскер, Хĕл Мучине Юр пикепе пĕрле килсе хаваслăх, кĕтменлĕх парнелеме ыйтса çырать. Алеша Андреев тутлă канихветпа сăйланасшăн. Оксана Алексеева «пиллĕк» паллăсене ытларах илесшĕн. Алеша Бахитов Хĕл Мучине пăлан кÿлсе килтересшĕн.
Тата мĕн чухлĕ ĕмĕт, хавхалану çырусенче! Хăйсем мĕнле вĕреннине те пĕлтереççĕ, уяв ячĕпе саламлаççĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсене те, аппăшĕпе пиччĕшĕсене те парнесĕр хăварасшăн мар. Хĕл Мучи шкулти , ялти клубри ёлкăсене килсе савăнăç парнелессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ,тата та лайăх вĕренме, ашшĕ-амăшĕсене яланах итлеме, пулăщма шантараççĕ.
Ачасен таса та ырă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса вара шанас килет.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района