08:53 29 декабря 2014 г.
И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх унивеситечĕ ирттернĕ «Сеçпĕл патне янă çыру» конкурса Пăлапуç Пашьелти вăтам шкул ачисем те хутшăнчĕç.
Светлана Петровна Никитина вĕрентекен 11-мĕш класс хĕрачи Раиса Никитина çырнă ĕç вара республикăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Пултаруллă хĕр илемлĕ те яка чĕлхепе шкул пурнăçĕ еплерех вĕресе тăнине, шкулти чылай мероприяти чăвашла иртнине хаваспах çырса пĕлтернĕ, ялпа шкул хушшинчи çыхăну çирĕппине те палăртнă, асаттесемпе асаннесен ырă йăли-йĕркисем манăçа тухманни çинчен те каласа кăтартнă.
Тăван чĕлхене юратни, хисеплени Сеçпĕл ятне çÿлте тытниех тесе шутлать хастар вĕренекен.
Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского района