14:25 20 января 2015 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ ырă йăла-йĕркесемпе яланах пуян пулнă. Вун сакăр çул каялла район хаçачĕн калем ăстисен редколлегийĕн пуçарăвĕпе йĕркелесе янă "Çулталăк çынни" конкурс çултан-çул хăйĕн хисепне ỹстерсе пыни те Патăрьелсен хастарлăхне çирĕплетсе парать. Кăçал ăна вун виççĕмĕш хут йĕркелеме палăртатпăр.
Хальхинче ятарлă комиссине (председателĕ _ район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Валерий Осипов) хаçатăн редакци коллегийĕн членĕсене çеç мар, тĕрлĕ шайри яваплă çынсене те кĕртнĕ: "Авангард" хаçатăн редактор тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Нина Мазякова, хаçатăн пай пуçлăхĕ Альбина Егорова, Надежда Кошелева обществăлла корреспондент, районти культурăпа кану центрĕн ертỹçи Алевтина Овчинникова, райадминистрацин тĕп специалист-эксперчĕ Марианна Волкова, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Марат Айзатуллов.
Конкурсăн тĕллевĕ çавах _ 2014 çулта халăх хуçалăхĕпе социаллă пурнăçра хăйсен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе районта ят-сум çĕнсе илнĕ, район халăхĕшĕн пысăк ĕç тунă çынна палăртасси.
"2014 çул çынни" конкурса яланхи пекех район пичечĕн кунĕ тĕлне е февралĕн 8-мĕшĕнче пĕтĕмлететпĕр. Хăвăрăн шухăшăрсене редакцине кĕрсе е ятарлă алă пусса çирĕплетнĕ списоксем тăратса пĕлтерме пултаратăр. Иртнĕ çулхи пекех хаçат сайтĕнче электрон сасăлавĕ те пулĕ.
Анчах та вулакансене çакна та аса илтерсе хăваратпăр: унăн кăтартăвĕсем çĕнтерỹçе палăртма кăна мар, пĕтĕмлетỹ тунă чухне шута илме кирлĕ пулĕç. Тĕп йышăнăва çỹлерех асăннă комисси членĕсем пăхса тухса пĕтĕмлетĕç.
Кăçалхи конкурса хутшăнма çаксене суйласа илнĕ: Валерий Фролов _ Первомайскинчи "Шуçăм" халăх ансамблĕн ертỹçи, ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ; Рустам Ахметов _ районти тĕп больница хирургĕ; Валерий Кузнецов _ "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи; Наталия Андреева _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директрĕ; Иван Хитров _ районти ветарсен канашĕн ертỹçи; Георгий Фомин _ Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ; Ильсур Шарафутдинов _ Именкассинчи фермер хуçалăхĕн ертỹçи; Ф. Уфуков _ ООО "Полигон" директорĕ, Алексей Иванов _ суту-илỹ ĕçченĕ; Анатолий Афанасьев _ районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ.
Вулакансене пĕлсе тăма: хаçатăн çитес номерĕнче конкурса хутшăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕ, ỹсĕмĕ пирки кĕскен пĕлтеретпĕр. Çакă сире хăвăрăн кандидатурăра суйласа илме пулăшĕ.
подробнее
Батыревский район Чувашской Республики