12:29 22 января 2015 г.
М. Петров, район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ: _ Республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне тухнă уçă Çырăвне кашни çулах тимлĕн итлетĕп. Кăçалхи Çыру уйрăмах пур енĕпе те уйрăлса тăрать: пĕлтерĕшлĕ, витĕмлĕ, конкретлă. Нумай çул ял хуçалăх отраслĕнче тимленĕ май, мана чăн малтанах Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕн чун ыратăвне, пăшăрханăвне туйни, ăна ăнланни, пур майсемпе те ĕмĕрсем тăрăшшĕпех ака-суха туса пурăнакан хресчене пулăшас тесе çирĕп шухăш калани пĕлтерĕшлĕ. Чăнах та 2014 çул пирĕншĕн çăмăлах килмерĕ. Тĕрĕссипе кашни çул çĕр ĕçченĕшĕн хăйне евĕр йывăрлăхсемпе палăрса тăрать. Ăна парăнмалла çеç мар. Патшалăх та çав политикăпах тĕрлĕрен программăсене явăçни, укçа-тенкĕ кĕртмелли çĕнĕ меслетсем шырани пире хавхалантарать. Сăмахран, иртнĕ çул çĕрулми тата пахча-çимĕç хранилищисем тăвакан хуçалăхсене 30 процент таран субсиди парса пулăшрĕç. Кăçал ĕне фермисене çĕнетсе ял хуçалăх продукцине туса илессине ỹстерес тĕлĕшпе тăрăшакансене малашне те пулăшассине каларĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн район та айккинче юлмасть.
Çырури тĕп шухăш _ çĕр-шыв экономикине çăмăл мар лару-тăрура çỹлелле çĕклесси, аталантарасси. Юлашки виçĕ çулта ача сачĕсемпе çĕнĕ шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнине, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăннине, демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннине илтме кăмăллă пулчĕ. Президент пирĕн умма задачăсем çирĕп лартрĕ, вĕсене вара хăй калашле йышпа, пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç татса пама пулать.
Н. Глухов, район администраци пуçлăхĕ:
_ Михаил Игнатьевăн Çыруне пурте кăмăлтан итлерĕç, пысăк хак пачĕç тесе шутлатăп. Çырăва пур енлĕ те тĕплĕ хатĕрленĕ, умра тăракан тĕллевсене уçăмлатнă. Республика Элтеперĕ тĕнчери, çĕр-шыври, республикăри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
Район ертỹçи пулнă май, чăн малтанах ялта пурăнакансен чылай ыйтăвне патшалăх шайĕнче татса панине ырлатăп.Республика экономикăна вун-вун миллиард тенкĕ инвестици хывма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа ял халăхĕн пурнăçĕ лайăх енне улшăнни куç умĕнче. Çырура çакăн çинчен асăнни пурне те мăнаçлантарчĕ-тĕр.
Чăнах та республика кăтартăвĕсем япăх мар. Çакă сăмахпа калани çеç мар, пурнăçланă ĕçсене Çырура цифрăсемпе танлаштарса кăтартни мĕн пур ĕçе уçăмлатрĕ, икккĕленỹлĕхе, тĕрлĕрен сас-хурана сирчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсене, садиксене тата ытти социаллă объектсене хута яни, нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене, ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтерни, ача çуратасси ỹсни, çынсен пурнăçĕ вăрăмланни тата ытти те _ влаç çынсем çинчен шухăшланине, вĕсемшĕн тăрăшнине çирĕплетсе парать.
Республика Пуçлăхĕ çирĕм çул хушшинче хавшанă демографи ыйтăвĕ юлашки виçĕ çулта стабильлĕ тата çирĕппĕн аталанса пынине те палăртрĕ. Çакă чăн малтан физкультурăпа спорт çине тимлĕх уйăрни, массăллă спорта аталантарни, сывлăха çирĕплетме çынсене кирлĕ условисем туса панипепулса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Васильевич Çырури шухăшсене Шупашкарта иртнĕ Раççейри пиллĕкмĕш спорт форумне Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк хак панипе те çыхăнтарчĕ.
П. Салихов, учитель-пенсионер, Шăнкăртам ялĕ:
_ Çырăва хумханса та, пăлханса та итлерĕм. Кашни предложенире ырă шухăш, малашлăх, çутă пуласлăхшăн тăрăшни сисĕнчĕ. Республика аталанăвĕ, ỹсĕмĕ куç умĕнче. Михаил Игнатьев мал ĕмĕтлĕ Çырура мĕн пур шайри çынсен пурнăçне шута илсе план туни кăмăла кайрĕ. Пирĕн пек ял çыннисемшĕн вара тахçанах пăшăрхантаракан ыйтăва пысăк шайра хускатни те савăнтарчĕ. Ку вăл çуллапа çуркунне сĕт хакĕ чакни. Çак ыйтупа влаç шайĕнче çирĕп тĕрĕслев пуласса каларĕ. Çав вăхăтрах сутакан сĕтĕн пахалăхĕ пирки те ыйтăва çивĕчлетрĕ. Çакă питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп.
Е. Мартышкин, фермер хуçалăхĕн ертỹçи:
_ Республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне тата халăха чĕнсе калакан уçă Çырăвĕ _ маларахри çулсенчи экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе малашлăх валли тунă тĕллевлĕ программа. Вăл чăн малтан халăх пурнăçĕпе, хамăрăн пурнăçа ырă улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Михаил Игнатьев Çырура чылай ырă тĕслĕхе цифрăсемпе, танлаштарупа çирĕплетни пуриншĕн те уçăмлăх кăларса тăратрĕ. Сăмахран, тăватă çул хушшинче пĕр пысăк предприятире те панкрутлăх ĕçĕсене пуçарман. Ун вырăнне вуншар пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем хута янă. Шута илекен ĕçсĕрлĕх чакни, пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕ 55 процент ỹсни, çĕнĕ садиксем, ФАПсем хута кайни тата ытти те республика тĕрĕс аталану çулĕпе пынине çирĕплетет.
Тепĕр шухăш та кăмăла кайрĕ. 2010 çулпа танлаштарсан, çамрăксем ĕç профессийĕпе тата техника специальноçĕсемпе кăсăкланасси вăйланни чăн малтанах пире, ялта пурăнакансене хавхалану кỹрет. Кашни ĕçре кадр ыйтăвĕ çивĕч тăмаллине те палăртрĕ Чăваш Ен ертỹçи.
Раççей Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче Раççее хирĕç йышăннă санкцисем майлă пулнă çĕр-шывсенчен продуктсем кỹрсе килме чарнине асăнчĕ. Республикăри çĕр ĕçченĕсемшĕн тата аграри секторĕшĕн хушма майсем уçăлнине, паян ỹсен-тăран çитĕнтерес, тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлине каларĕ. Çавăнпа та пирĕн, çĕр ĕçченĕсен, тупăшлă продукци туса илес, çитĕнтерс тĕлĕшпе хамăрăн тăрăшмалла.
Г. Медведев, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ: _ Çырăва итлеме хутшăннисен йышĕ питĕ пысăк пулчĕ. Район делегацийĕсен йышĕнче пулнă май, эпĕ те Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне вĕçне çитичченех тимлĕн итлерĕм. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн хамăрăн Президентăмăрпа мăнаçланмалла çеç. Вăл тĕрĕс политика тытса пыни, республикăри халăх пурнăçĕшĕн тăрăшни куç кĕрет. Çакна вăл сăмахпа çеç мар, кашни факта цифрăпа çирĕплетсе, танлаштарса пычĕ.
Чăнах та паян Раççей, Чăваш Ен ансат мар лару-тăрура. Çĕршыв умĕнче _ геополитика, социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшпе пысăк тĕрĕслев. Çапах та Михаил Игнатьев çак лару-тăрура йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермелли пирки тĕрĕс хурав пачĕ тесе шутлатăп. Унăн кашни сăмахĕнче тенĕ пек тĕп вырăнта çын интересĕ, унăн пурнăçĕ, малашлăхĕ пулни туйăнчĕ. Хам та, пирĕн çемье те спортпа туслă пулнăран çапла каласшăн: Чăваш çĕр-шывĕнче 2014 çулта Раççей спорт форумне йĕркелесе ирттерсе янине Раççей Президенчĕ Владимир Путин республика халăхĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхне хаклани эпир сывă наци, шухăшлакан, ĕçре тăрăшакан пултаруллă халăх пулнине çирĕплетет.
Н. Мазякова, "Авангард" хаçатăр редактор тивĕçĕсене пурнăçлакан: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырупа паллаштарнă çĕртре эпĕ те хутшăнтăм. Залра ларкансемпе пĕрле Михаил Васильевич каланă кашни сăмаха ăша хывма тăрăшрăм. Республикăра туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă чухне пирĕн района икĕ хутчен ыррипе асăннишĕн савăнса лартăм. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшни куç умĕнче.
Юлашки тапхăрта хамăр районта та çĕнĕ ФАПсем, спорт комплексĕсем, шкулсем, ача сачĕсем, фермăсем хута кайрĕç. Тăлăх ачасемпе социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене тимлĕх уйăрни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак пулăмсем ертỹçĕсем тĕрĕс те тỹрĕ çулпа пынине палăртаççĕ.
Батыревский район Чувашской Республики