АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллă ентеш юбилейĕ тĕлне - буклет

08:27 26 января 2015 г.

 

Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем паллă ентешĕмĕр Петр Егорович Митта çуралнăранпа 105 çул çитнĕ май тĕрлĕ материалсем пухса буклет хатĕрлесе кăларчĕç. Буклетра писателĕн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăн пекех кунта унăн ĕçĕсен библиографийĕпе те паллашма пулать.

Митта Петĕрĕ - Митта Ваçлейĕн тăван шăллĕ. Çураласса вăл 1910 .улхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче хальхи Патăрьел районне кĕрекен Первомайски (Аслă Арапуç) ялĕнче, вăтам хресчен çемьинче çуралнă. Петĕр çамрăклах хăй пиччĕшĕ çырнă сăвă-юрăсемпе интересленнĕ, ялти ăста халапçăсен юмахĕсене итлеме юратнă. Çаксем пурте пулас писателе чăваш халăх пурнăçне кăтартса паракан произведенисем çырма хавхалантарнă.

1919 çулта Митта Петĕрĕ шкула çỹреме пуçланă. 1926 çулта ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра çĕршывра коллективизаци юхăмĕ сарăлса пынă. Писатель çак ĕçрен айккинче тăрса юлма пултарайман, вăл техникумра вĕренме пăрахса хăй çуралнă Аслă Арапуç ялĕнче колхоз тăвас ĕçе хутшăнать. Унăн ертỹçисенчен пĕри пулса тăрать.

1929-1931 çулсенче "Хĕрлĕ хĕм" колхоз председателĕнче ĕçлет. Митта Петĕрĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра крахмал заводне туса хута яраççĕ. Çак вăхăтра писатель колхозлă ялпа унăн ĕçчен çыннисем çинчен калавсепе очерксем нумай çырать.

1931-1932 çулсенче Митта Петĕрĕ Патăрьел районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçат секретарĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах комсомол, профсоюз тата ытти обществăлла организацисен ĕçĕсенче активлă хутшăннă.

Çырас ĕçе Митта Петĕрĕ чи малтан сăвăсенчен тытăннă. Анчах пурнăçа тĕплĕн сăнама хăнăхнă каччăн вулакансене каласа кăтартмалли çамрăклах чылай пухăннă. Çавăнпа вăл сăвă йĕркипе çеç çырлахма пултарайман. Кĕçех кулăшла калавсемпе фельетонсем тата ахаль калавсемпе очерксем çырма тытăннă. Унăн пирвайхи кулăшла калавĕ 1930 çулта "Капкăн" журналта пичетленнĕ. Çав калавран пуçласа "Капкăн" лаççинчи кулăш ăстисен чи шанчăклă тусĕ пулса тăнă.

1932-1934 çулсенче Митта Петĕрĕ Хĕрлĕ çар службинче пулать. Каярахпа Хĕрлĕ Çар салтакĕсен пурнăçĕ çинчен çамрăк писатель сахал мар калав çырнă. Вĕсене паян кун та юратса, интересленсе вулатăн. Романтика, патриотизм туйăмĕпе тулнă çав калавсем.

Митта Петĕрĕн юратнă сăнарĕ - ял çынни. Хăй ялта ỹснĕ тата коллективлă хуçалăха ертсе пырас ĕçе тỹрремĕнех хутшăннă май, писатель хăйĕн геройне лайăх пĕлет. 1932-1937 çулсенче Митта Петĕрĕ Свердлов ячĕллĕ ял-хуçалăх университетĕнче вĕреннĕ, 1937-1939 çулсенче "Чăваш Коммуни" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Унтан пĕр хушă Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман техникумĕнче учитель пулса ĕçлет, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хăйĕн кун-çулĕн юлашки тапхăрĕнче Митта Петĕрĕ ялта колхозсем чăмăртаннă вăхăтри класс кĕрешĕвĕ çинчен икĕ роман çырма тытăннă, "Крепков" тата "Çĕнĕ çĕр". Анчах, 1942 çулта унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă.

Митта Петĕрĕ çырнă калавсемпе очерксене пухса Чăваш АССР государство издательстви халиччен "Асран кайми кунсем", "Ял калаçать" ятлă кĕнекесем пичетлесе кăларнă. 1959 çулта унăн "Суйласа илнисем" ятлă кĕнеки тухнă. Унта писателĕн пур паллăрах произведенийĕсем те кĕнĕ.

Митта Петĕрĕн пурнăç çулĕ пит кĕске пулнă пулсан та, Чăваш литературин аталанăвĕнче вăл хăйне майлă самаях пысăк йĕр хăварнă. Вăл çырнă произведенисем ватăлмаççĕ, кивелмеççĕĕ Унăн çивĕч фельетонĕсемпе кулăшла калавĕсем паянхи чăваш писательсен произведенийĕсемпе пĕр шайра тăраççĕ. Писателĕн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе интересленекенсене Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра буклетпа паллашма сĕнетпĕр.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика