АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕньялта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ

15:17 20 февраля 2015 г.

 

 

Патăрьел районĕнчи шкулсенче Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ.

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Геннадий Айхи тата Константин Иванов поэзине юратакансем тăххăрмĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.

     Геннадий Николаевич Айхи 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Г.Айхи – чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.

     Кăçалхи конкурс 3-9 - мĕш классем хушшинче виçĕ номинаципе иртрĕ:

     Г.Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси, К.В.Иванов çуралнăранпа çу уйăхĕнче 125 çул ситнине халалласа поэт хайлавĕсене чăвашла вуласси.

Районти пур  шкултан та 108 вĕренекен килсе çитрĕç конкурса. Жюри членĕсене çăмăл пулмарĕ çĕнтерÿçĕсене палăртма. Вĕренекенсен пултарулăхне хаклакан комиссире Геннадий Айхин аппăшĕ Ева Николаевна Лисина çыравçă, Марина Федоровна Карягина сăвăçă тата тележурналист, чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Аркадьевна Селиверстрова пулни те вулакансене хавхалантарчĕ.

 

Чи маттуррисенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:

«Г.Айхи сăввисене чăвашла вуласси» номинацире –

- Михайлов Василий, Татмăшри пуçламăш шкул ача-сачĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Солдатова Валентина Васильевна);

- Полюдов Дмитрий, Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Пестров Леонид Николаевич);

- Козлова Кристина, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен

(вĕрентекенĕ – Дмитриева Татьяна Федоровна);

- Кузнецов Павел, Туçари вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Яковлева Валентина Петровна).

«Г.Айхи сăввисене вырăсла вуласси» номинацире –

-Егоров Данил, Çĕньялти шкулта 4-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ - Еремеева Вера Петровна);

-Дубинина Ирина, Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Сергеева Альбина Леонидовна);

-Елагина Виктория, Сăкăт вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Анюрова Елена Валерьевна).

«К.Иванов хайлавĕсене чăвашла вуласси» номинацире -

- Федоров Алексей, Кивĕ Ахпÿрт шкулĕн 3-мĕш класс вĕренекенĕ (вĕрентекенĕ – Ярусова Мария Анатольевна);

-Соколова Анастасия, Пăлапуç Пашьелти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Никитина Светлана Петровна);

- Виноградова Кристина, Туçари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Яковлева Валентина Петровна).

   Сăвă конкурсĕн çĕнтерÿçисем Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.

 

Шаймурзинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика